Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Конкурсра палăрчĕç

     Пирĕн районти шкул ачисем Чăваш чĕлхи кунне халалласа сăвă вулакансен зонăри конкурсне хутшăнчĕç. Вăл Патăрьелĕнчи иккĕмĕш номерлĕ шкулта иртрĕ.

     Конкурс 4 номинаципе иртрĕ: Р.Сарпи сăввисене вуласси; ачасем çырнă сăвăсене вуласси; вăрçăра вилнĕ салтаксене асăнса çырнă поэтсен сăввисене вуласси; Патăрьел районĕнчен тухнă поэтсен сăввисене вуласси.

     Пирĕн район ачисем 2, 3 номинацисене хутшăнчĕç.

     Хăйсен сăввисене вуласа Таяпа Энтри шкулĕнчи 9-мĕш класра вĕренекенсем Александр Никитин - 1-мĕш, Настя Петрова - 2-мĕш, Андрей Шадриков - 3-мĕш, Кушкăри 6-мĕш класра вĕренекен Настя Антонова 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Поэтсен сăввисене вуласа Елчĕк шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Алена Сайкина 2-мĕш, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи 10-мĕш класра вĕренекенсем Оля Карчиковăпа Анжела Родионова 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

     Çавăн пекех конкурсра Оля Енедерова (10 кл.) (Курнавăш), Мальвина Мышкина (6 кл.) (Кушкă), Елена Плотниковăпа Наташа Теплова (6 кл.) (Патреккел) хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

     Конкурса Р.Сарпи поэт хутшăнчĕ. Пирĕн шкулти Андрей Шадриков хăйĕн юррисемпе çамрăксене тыткăнларĕ.



"Елчĕк Ен"
26 апреля 2005
00:00
Поделиться