Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хисеплетпĕр-и патшалăх символĕсене!?

     Çурхи тĕнче вăраннă чух,

     Хаваслă кун шăраннă чух

     Чун савăнать, чĕре сикет,

     Çĕршывăм çинчен юрлас килет...

     янăрать ирсерен радиопа илемлĕ юрă, Тăван çĕршыва юратса çĕнĕ куна пуçлама хистет. Пурте пĕлетпĕр, ку - Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕ. Вăл - патшалăхпа унăн суверенитечĕн символĕсенчен пĕри. Ăна чун-чĕререн хисеплесси Чăваш Республикинче пурăнакан кашни çыннăн тивĕçĕ пулса тăрать.

     Наципе патшалăх символĕсен шутне çавăн пекех Герб тата Ялав кĕреççĕ.

     Кăçалхипе иккĕмĕш çул, ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче, паллă тăватпăр Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунне.

     Вĕсене кашнине эпир куллен курнă, илтнисĕр пуçне вĕсен пĕлтерĕшĕ, вырăнĕ çинчен шухăшласах та каймастпăр.

     Пĕлтĕр, район Республика кунне хамăр патăмăрта ирттернĕ май Елчĕкри тĕрлĕ учреждени, организаципе предприяти çийĕн Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ялавĕсем вĕлкĕшме пуçларĕç. Илемлĕ, вырăнлă. Пысăкрах кафе е лавкка таврашĕ те ялавсем çĕклерĕ. Мĕнех, уяв-çке! Савăнма пуçтарăнакан район халăхĕ çеç мар, хаклă хăнасем те вĕл-вĕлкĕшекен ялавсем айĕнче хăйсене мăнаçлăрах туйччăр!

     Уяв иртрĕ те ялавсем çинчен мантăмăр темелле. Хĕртсе пăхакан хĕвелне те, кĕрхи çумăрне те, кăпăшка е йĕпеске юрпа çил-тăманне те курчĕç уяв илемĕсем - ялавсем. Чылай çурт çийĕнчи ялавсем тĕссĕрленчĕç, çỹхелсе е çурăлса илемсĕрленчĕç. Шел, çакна илемлĕ те капăр символсене хăйсен çурчĕ çийĕн çĕкленĕ ертỹçĕсем, тата вĕсем çеç те мар, паянхи кун та асăрхамаççĕ. Пуçăрсене çĕклесе пăхăр-ха çỹлелле, нивушлĕ патшалăх символĕсенчен çавнашкал майпа кулма юрать? Хăшĕ-пĕри пахчари кураксене хăратма çакнă мелкене аса илтерет-çке... Чăн та пĕр учреждени директорне çула май тенĕ пек асăрхаттарнă хыççăн вăл кĕске вăхăт хушшинче ялавсене çĕннисемпе улăштарнăччĕ.

     Тарăнрах шутласа пăхсан ялавран мар, хамăртан, хамăр халăхран кулниех-çке ку.

     Кивелчĕ, çурăлчĕ пулсан вĕсене улăштармалла е тепĕр уявччен илсе хумалла мар-и вара? Тĕрĕссипе ялавсене сумран яма мар, предприятисемпе учрежденисем, организацисем вырнаçнă, пурăнакан çуртсем çине уявсемпе паллă кунсенче анчах çакма ирĕк пур. Çавăн пекех патшалăх органĕсем, общество организацийĕсемпе предприятийĕсем церемонисем тата обществăн ытти мероприятийĕсене ирттернĕ чухне ялавсене çĕклеме пултараççĕ.

     Патшалăх Ялавĕ ялан çакăнса тăма тивĕçлĕ çуртсем вара нумаях та мар - Чăваш Республикин Президенчĕ, ЧР Патшалăх Канашĕ, ЧР Министрсен Кабинечĕ, вырăнти самоуправлени органĕсем, администраци пуçлăхĕсем ĕçлекен çуртсем.



"Елчĕк Ен"
26 апреля 2005
00:00
Поделиться