Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Елчĕк Ен" конкурсра çĕнтернĕ.

     Тунти кунхи канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин "Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторне ЧР Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин Министерствин Дипломне панă.

     Министерство кашни çулах республикăри район, хула хаçачĕсенче, радиопа телевидени передачисенче çамрăксен политикине çутатас енĕпе конкурс ирттерет. 2002 çулта "Елчĕк ен" çамрăксем хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарас, наркомани ыйтăвĕсене çутатас тĕлĕшпе лайăх ĕçленĕшĕн Диплома тивĕçнĕччĕ. Хальхи Дипломпа хаçата 2004 çулта çамрăксен политикин "Пуласлăх санра" республикăри конкурсăн "Çамрăксен пурнăç ыйтăвĕсене çутатасси" номинацире çĕнтернĕшĕн чыс тунă. Конкурса тăратнă материалсене обществăпа политика пайĕн редакторĕ, РФ Журналистсен союзĕн членĕ Е.Игнатьева çырнă тата пичете хатĕрленĕ.



"Елчĕк Ен"
26 апреля 2005
00:00
Поделиться