Çара кайма вăхăт, каччăсем!
Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕччен çĕршывĕпех Раççей Федерацийĕн хĕç-пăшаллă вăйĕсен ретне службăна кайма çурхи призыв пуçланчĕ. Пирĕн районтан кăçал 39 яш-кĕрĕм "салтак атти" тăхăнмалла. Районти çар комиссариатĕнче призыв енĕпе ĕçлекен С.Алюкин каланă тăрăх, çамрăксем призыв комиссине юлхавлăн пыраççĕ. Уйрăмах çак енĕпе Аслă Елчĕк, Çирĕклĕ Шăхаль, Тĕмер ял çамрăкĕсем "палăраççĕ". Анчах нумай "ачашлама" шутламаççĕ тарса çỹрекенсене, вĕсем çинчен прокуратурăна пĕлтерме шутлаççĕ.
"Елчĕк Ен"