Водитель, такăр çул сана.
Кĕçнерни кун районти культура çуртĕнче водительсен пухăвĕ пулса иртнĕ. Уяв, кану кунĕсене пăхмасăр çула тухма яланах хатĕр водительсене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин саламланă. Нумай çул тухăçлă, аварисĕр ĕçлекен, общество ĕçне хастар хутшăнакан водительсем район администрацийĕн Хисеп грамотисене тата хаклă парнесене тивĕçнĕ.
Водительсене районти шалти ĕçсен пайĕн патшалăх автоинспекци уйрăмĕн начальникĕ К.Алексеев, çавăн пекех ЧР Шалти ĕçсен министерствин çул-йĕр хăрушсăрлăх управленийĕн инспекторĕ Г.Чурбанов саламланă, такăр çул суннă. Районти водительсене хисеплесе культура çурчĕн ĕçченĕсем концерт кăтартнă.