Парксен тата садсен çулталăкĕ. Йышпа пуçăнсан.
Чăваш Республикин Президенчĕн "Парксен тата садсен çулталăкĕ çинчен" Указне пурнăçласа хĕл тапхăрĕнче районта хатĕрленỹ ĕçĕсене туса ирттерчĕç пулсан, халĕ çанă тавăрса ĕçе пикенмелли вăхăт. Çак вăхăтра Тĕмерте мĕн тума шутлани çинчен ял администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Муллин каласа кăтартма килĕшрĕ.
- Ялти Акатуй уявĕччен стадион туса ĕлкĕртесшĕн. Тĕрĕссипе, çак шухăш пире тахçанах канăç паман. ЧР Президенчĕ "Парксен тата садсен çулталăкĕ çинчен" Указа йышăннă хыççăн вара татăклă йышăну турăмăр: ялта стадион пулмаллах. Çакăн валли яла пырса кĕнĕ çĕрте, айлăмра меллĕ вырăн та пур - çĕрĕпе те никам усă курмасть. Ял çамрăкĕсемпе, ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕпе канашларăмăр. Сĕнĕве пурте ырласа йышăнчĕç, май пур таран пулăшма шантарчĕç. Хуçалăхра тăрăшакансем тĕп ĕçрен пушаннă вăхăтра стадион пулакан вырăна тăпра турттарма пулăшрĕç. Укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен ахаль те йывăр пулнине пăхмасăр, чылай тăкака хуçалăх хăй çине илчĕ.
- Стадионĕ ял çыннисемшĕн, хуçалăхра ĕçлекенсемшĕн кирлĕ-çке, - тет кооператив председателĕ Валерий Германов. - Çĕр типшĕрсенех стадион пулакан 1 гектар лаптăк таврашне карта-сетка тытма пикенетпĕр, унăн йĕри-тавра йывăçсем лартса хăваратпăр. Ун хыççăн сцена вырнаçтармалла, ытти вак-тĕвек ĕç те пайтах.
Ял çамрăкĕсене те пысăк тав. Ку чухне вĕсем те укçа-тенкĕпе, строительство материалĕсемпе пулăшма пулчĕç. Петр Уткин предприниматель, акă, стадион йĕри-таврашне тытса çавăрмалăх сетка пама шантарать. Вячеслав Солин, Владимир Муллин, район прокурорĕнче ĕçлекен Николай Муллин укçан парса пулăшрĕç.