Пахалăх - тĕп вырăнта. Асăрханса çиер, ĕçер.
Çакна асра тытар: пирĕн тăрăхри юхан шывсенчен çурри ытла, çăл куçсенчен чĕрĕкĕ шыв тасалăхĕпе санитари нормине тивĕçтермеççĕ. Çакăн пек шывпа усă курни сывлăхшăн та сиенлĕ. Кăçалхи 3 уйăхри тĕрĕслев кăтартăвĕсем те юхан шывсенчи, пусăсемпе çăл куçсенчи шыв пахалăхĕ иртнĕ çулхинчен те япăхрах пулнине çирĕплетеççĕ. 12 тĕрĕслеврен 5 тĕслĕхĕнче (41,6 процент) шыв нитратсен, тимĕр хисепĕпе, хытăлăх тĕлĕшĕпе гигиена нормисемпе килĕшсе тăман.
Аслă Пăла Тимешре, Элекçей Тимешре, Акчелĕнче пăрăхсем урлă килекен шывăн санитарипе хими кăтартăвĕсене тĕрĕсленĕ хыççăн 5 тĕслĕхре (15,6 процент) гигиена нормисене тивĕçтерменнине палăртнă.
Апат-çимĕç пахалăхне патшалăх енчен çирĕп тĕрĕслесе тăрасси те - çивĕч, кирлĕ ыйту. Ку чухнехи саманара, апат-çимĕç продукчĕсем таçта та туса кăларнă, сутнă вăхăтра, тĕрĕслев ĕçĕсене тăтăш йĕркелемеллине, суту-илỹ йĕркине пăсакансене тивĕç- липе явап тыттарма кирлине лайăх ăнланатпăр. Кăçалхи çак тапхăрччен апат-çимĕç продукчĕсене пахалăх тĕлĕшĕнчен 109 хутчен тĕрĕсленĕ, вĕсенчен 5-шĕ (4,6 процент), çав шутра "Елчĕкри сыр тăвакан завод" ОАОн продукцийĕ те пур, нормативлă-техника документацийĕн требованийĕсене тивĕçтермен.
Пирĕн сывлăх эпир ăша хывакан апат, шыв мĕнле пахалăхлă пулнинчен нумай килет. Çакна кашни хутĕнчех асра тытар, ĕçме-çиме туяннă чухне вара асăрхануллă пулар.