Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Килсе курăр пирĕн яла

     Тахçан-тахçан Павел Петрович Петров учитель кĕçĕн классенче вĕренекенсемпе Шăмалака çити çуран кайса хунавсем илсе килни, вĕсене Кушкă шкулĕ йĕри-тавра лартса ỹстерни çинчен аслисем каласа пани ача чухнех асра юлнă. Ашшĕн ырă ĕçне ывăлĕ - Александр Павлович малалла тăсрĕ. Каярахпа, шкулта вĕренме пуçласан, çав сада тĕлĕнмелле лайăх чĕртсе янă çĕрте манăн та хутшăнса ĕçлеме тиврĕ. Александр Павлович учитель çапла калатчĕ: "Кашни çул лартнă хунавсем пурте чĕрĕлсен Кушкă ялĕ йывăçсем айĕнче пулмалла". Çак шухăш ĕмĕрлĕхех чĕрене кĕрсе вырнаçрĕ.

     1980 çулта ял халăхĕ бригадирта ĕçлеме шансан çурхи ĕçсем пуçланичченех питĕ вăйлă ишĕлсе пыракан вара йывăçсем лартма тытăнтăмăр. Çурхи уй-хир ĕçĕсене ун чухне Анатолий Михайлович Царев агроном ертсе пычĕ. Эпĕ йывăçсем лартассипе, ишĕлсе пыракан çырмасене питĕрессипе ытларах тимлĕх уйăртăм. Çамрăк хунавсене лартса хăварнипе çеç мар, вĕсене çамрăк ачана ас тунă пек куллен сăнаса тăмалла.

     Кỹршĕллĕ Патăръел районĕнчи "Гвардеец" колхоз аллăмĕш çулсен пуçламăшĕнчех аслă çул хĕррипе тата уйсен хушшипе йывăçсем лартса чĕртнĕ, вĕсем халĕ те аякранах илемлĕн курăнса лараççĕ.

     Çакна шута илсе 1983 çулхи кĕркунне, кĕрхи ĕçсем вĕçленсен, Патăръелпе Елчĕк районĕсем хушшинчи çулăн икĕ айккипе йывăçсем лартса тухрăмăр. Тепĕр çулхине çанталăк шăрăх тăнине пула йывăçсем йывăррăн чĕрĕлчĕç. Вĕсене хăтарса хăварас тесе çу каçипех шăварса тăмалла пулчĕ. Пытармастăп, çакăншăн пиртен кулакансем пулчĕç, хунавсене вара пурпĕрех сыхласа хăвартăмăр, пĕтме памарăмăр. Хальхи вăхăтра мăнаçлăн ешерекен йывăçсем çине пăхма кăмăллă. Мана хисеплекен çынсем çак йывăçсем хушшинче пуçтарнă кăмпапа хăналаççĕ.

     Кивĕ Арланкассинчен Кушкăна юхса анакан çырма та çулсеренех вăйлă ишĕлсе пыратчĕ. Çырма çурăлса пырассине пĕве туса чарса лартрăмăр. "Кушкă" хуçалăх йĕркеленнĕ хыççăн, агрономра ĕçлеме тытăнсан, шыв сикки турăмăр. Çак тăрăх халĕ çынсем канма пыракан чи юратнă вырăн пулса тăчĕ. Çырма та унчченхи пек ишĕлмест, ун таврашĕнчи йывăçсем тăван тавралăха илем кỹреççĕ. Хамăн ĕмĕрте çут çанталăка илем кĕртес тĕлĕшпе тунă ĕçсене каласа та пĕтерме çук... Ешерекен йывăçсем пирки çынсем "Матвейчă" йывăççисем, теççĕ.

     Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнă ятпа кăçал Чăваш Енре нумай йывăç лартма йышăннă. Ку чухне ỹсекен йывăçсем хушшинче тирпей-илем ĕçĕсене те туса ирттересчĕ.

     Бригадирта ĕçлеме пуçласан лартнă хунавсене сыхламалли решетке-клеткăсене кашни кил пуçне 5-шер хатĕрлесе патăмăр. Çавна май йывăçсем лайăх çитĕнчĕç. Халĕ ял аякран симĕссĕн курăнса ларать. Килсе курăр пирĕн яла.

     Эпир лартнă йывăçсем

     Ларччăр анлăн кашласа!

     Вĕсем çинче кайăксем

     Ларччăр юрă юрласа.



"Елчĕк Ен"
22 апреля 2005
00:00
Поделиться