Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Горшковсем хутшăнаççĕ.

     2005 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкарта ĕç династийĕсен слечĕ иртет. Пирĕн районтан унта Патреккел ялĕнчи Горшковсен çемйи хутшăнать. Асăннă çемьере ĕç династине пуçарса яраканĕ - Лидия Андреевна. Унăн ĕç стажĕ - 32 çул, сахал мар наградăна тивĕçнĕ çак çулсем хушшинче. Шел пулин те, йывăр чире пула çĕре кĕнĕ вăл. Амăшĕн пултарулăхне курса ỹснĕ ывăлĕ Валерий те ветеринар профессине суйласа илнĕ. Унăн ĕç стажĕ - 24 çул. Валерий Леонидовичăн мăшăрĕ Елена Ивановна та ветеринар. Вăл та çак ĕçре 24 çул вăй хурать. Вĕсен ывăлĕ Андрей те аслисен çулĕпе утнă. Вăл выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕ пулса ĕçлеме пуçланăранпа 3 çул çитрĕ те ĕнтĕ. Горшковсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 83 çулпа танлашать.



"Елчĕк Ен"
22 апреля 2005
00:00
Поделиться