Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Табак туртни - сиенлĕ йăла

     Сывлăх пулсан çын ĕçлет те, савăнать те... Çĕр çинче хăйĕн тивĕçне туйса пурăнакан çын пуриншĕн те тăрăшать: сывлăхне те çирĕплетет, ашшĕ-амăшне те хисеплет, ачи-пăчине те тĕрĕс-тĕкел пăхса ỹстерет, çурт-йĕрне те çавăрать, çынна ырă тума та манмасть. Апла пулсан, кашни çын хăйĕн сывлăхне упрани кирлĕ. Çемье тĕрекĕ, ачасен пуласлăхĕ, çĕршыв малашлăхĕ - çирĕп сывлăхлă çынсенче. Шел пулин те, кун пек çынсем сахаллансах пыраççĕ: вăй питти çемьесемех эрех-сăра ĕçсе, пирус туртса, наркăмăшлă шĕвеке ăша ярса хăйсен сывлăхне хавшатаççĕ.

     Юлашки вăхăра пирĕн çĕршывра наркомани чирĕпе чирлесси, çамрăксем шкул парти хушшинче ларнă чухнех пирус туртасси ỹссех пырать тата.

     Çамрăк ăру сывлăхпа вăй-хал енчен хавшак пулни пурне те шухăшлаттарать, кулянтарать. Паянхи яш-кĕрĕме ырă-сывă, çирĕп чунлă, хаваслă, ăшă курас килет.

     Çак çивĕч ыйтусене сỹтсе яврĕç тĕслĕх библиотекипе тĕп больница ĕçченĕсем "Сывлăх, çемье тата пуласлăх" ятпа Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне халалласа ирттернĕ тĕл пулура. Калаçăва хĕрỹн сỹтсе явма районти тĕп больница наркологĕ Р.Шакова, культура ĕçченĕсем И.Ермакова, Н.Петрова, Т.Захарова, Л.Данилова, Г.Краснов, З.Салахутдинов тата ыттисем те хутшăнчĕç.

     Тĕп тĕслĕх библиотекинче "Çемье - пурнăç тĕрекĕ", районти культура çуртĕнче вара "Тропинка к здоровью" кĕнеке куравĕсем ĕçлерĕç. "Сывлăхлă пурнăçшăн" ятпа библиотекарьсем кĕнекесен тишкерĕвне йĕркелерĕç.



"Елчĕк Ен"
20 апреля 2005
00:00
Поделиться