Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хуралçă кама кансĕрленĕ-ши?

     Кăçалхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн дежурнăй пайĕнче ирхине телефон янăраса кайнă. Калаçакан "Кушкă" хуçалăхăн ферминчи хурал пỹртĕнче асаплантарнă йĕрсемпе П.П.Новиков хуралçăн виллине тупни çинчен пĕлтернĕ. Инкек пулнă вырăна çийĕнчех прокуратурăн тата шалти ĕçсен органĕсен следствипе оперативлă бригади тухса кайнă.

     Вырăна çитсен хурал пỹртĕнче чăнах та П.П.Новиков виллине асăрханă. Ăна нумай çĕртен суранлатнă, уйрăмах пуçран. Çав вырăнтах юнпа вараланнă йывăç пуленкисем выртнă.

     Çакнашкал тискерлĕх мĕнпур çынна тĕлĕнтернĕ.

     Малтанах çын вĕлерекенсем çинчен ним те паллă пулман, çавна май темиçе верси тĕлне те пулнă. Çакна та палăртнă: П.Новиков хуралланă фермăран лаша çухалман.

     Тепĕр кун каçхине кăна, следствипе оперативлă ушкăнăн пысăк тăрăшулăхне пула, хуралçăна вĕлерме пултарнă тесе шутлакан çынсене - Шупашкарта пурăннă В.З.Резунова тата И.А.Анохинăна тытса чарнă. Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче вара Самар облаçĕнчен Елчĕке шанчăксăр виççĕмĕш çынна - Н.А.Киргизова тытса килнĕ. Маларах асăннă çынсем виççĕшĕ те ниçта та ĕçлемен, маларах та уголовлă майпа айăпланнă.

     Анчах хуралçа мĕншĕн çав тери тискеррĕн, виличчен хĕненĕ-ха?

     Çак кун, пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче, В.З.Резунов, И.А.Анохина, Н.А.Киргизов çĕрле Аслă Пăла Тимешрен, хăнара эрех ĕçнĕ хыççăн тăванĕсем патне, Патăрьел районне таврăннă. Çул çинче "Кушкă" хуçалăх фермин хурал пỹртĕнче çутă çуннине асăрханă. Хуралçă хирĕçлеменнине кура унта кĕрсе эрех ĕçнĕ. Çакăн хыççăн В.З.Резуновпа Н.А.Киргизов пуçĕсене фермăран лаша вăрлас шухăш пырса кĕнĕ. Çак тĕллевпе вĕсем П.П.Новикова 15 хутран кая мар вут пуленкипе çапнă. Анчах та хуралçăн вите çăраççисем пулманран лаша вăрлайман. Йывăр сурансене пула П.П.Новиков вырăнтах вилсе кайнă.

     Хальхи вăхăтра В.З.Резуновпа Н.А.Киргизова хупса хунă, вĕсен тĕлĕшĕпе айăплав тăратнă. И.А.Анохинăна вара ниçта та тухса çỹреме юраманни çинчен йышăну тунă.

     Маларах асăннă преступление тунăшăн РФ Уголовлă Кодекспа килĕшỹллĕн айăплă çынсене 20 çул таран е ĕмĕр тăршшĕпе ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.



"Елчĕк Ен"
20 апреля 2005
00:00
Поделиться