Федераци грамотипе чысланă
Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха аталантарас ĕçре нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Елчĕкри нумай отрасльлĕ муниципаллă производство предприятин автопарк водительне Владимир Юманович Тимофеева Раççей Федерацийĕн промышленноçпа энергетика министерствин Хисеп грамотине парса чысланă.
"Елчĕк Ен"