Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çамрăк космонавтсен слетĕнче

     Чăваш Республикин Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерстви пуçарăвĕпе ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче, космонавтсен кунне халалласа, Шуршăлти культура çуртĕнче республикăри çамрăк космонавтсен пĕрремĕш слечĕ пулса иртнĕ. Пирĕн район чысне унта Тăрăмри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти 12 çултан аслăрах 7 вĕренекен хỹтĕленĕ. Слетра 12 районти шкулсенчен пуçтарăннă çамрăк космонавтсен отрячĕсем тĕрлĕ секцисенче тупăшнă. Тăрăм шкулĕнче йĕркеленĕ çамрăк космонавтсен "Звездный" отрячĕ Шуршăлтан Г.Кузнецов сăввипе В.Захаров çырса кĕвĕленĕ "Улăп-паттăр" юрăпа, Н.Баймушкина хайланă "Кăйкăр" сăвăпа, слет эмблемине палăртакан В.Егоров ăсталанă ỹкерчĕкпе виçĕ номинацире те çĕнтерỹçĕ дипломĕсем илсе таврăннă. Пĕтĕмĕшле итогсемпе пирĕн район команди виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.



"Елчĕк Ен"
20 апреля 2005
00:00
Поделиться