Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ака тăвасси тар тăкмасăр пулмĕ

     Çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланас умĕн çулленхи йăлана кĕнĕ канашлу хальхинче "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕнче иртрĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем, инженерсемпе агрономсем Тĕмерсем акана хутшăнакан ял хуçалăх машинисене мĕнле хатĕрленипе кăсăкланса машинăпа трактор паркĕнче пулса курчĕç.

     - Ушкăнпа пухăнса пĕр-пĕрин ĕçĕпе паллашни - ырă йăла, туртăнса ĕçлеме хистет, - тет хуçалăх ертỹçи В.Германов. В.Сапожников тĕп инженерпа А.Михайлов тĕп агроном вырăнта çур акине мĕнле планпа йĕркелессипе паллаштарчĕç.

     Механизаторсем кунта хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшнă: агрегатсене юсанă, сăрласа çĕнĕ тĕс кĕртнĕ. Ĕç алли çителĕклĕ. Çын пурне те асăрхать: 6 çул каялла туяннă МТЗ-82 трактор тĕплĕ хуçа аллине лекни куç кĕрет. Вăл халĕ те çĕнĕ пекех. Канашлу ĕçне район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ В.Никитин ертсе пычĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин пĕтĕмлетсе сăмах каларĕ.



"Елчĕк Ен"
20 апреля 2005
00:00
Поделиться