Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пултаруллă учительсене палăртнă

     Кăçал "Çулталăк учителĕ" конкурса 20 педагог хутшăнчĕ. Пĕрремĕш тапхăрта вĕрентекенсем Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта уçă уроксем ирттерчĕç. Унтан районти культура çутĕнче конкурс çĕнтерỹçисене палăртрĕç. "Урок - поэзи чунĕ" номинацире Çуткỹлти Т.А.Быкова, "Информаци технологийĕ" номинацире Энтепери Г.В.Веникова, "Çамрăклăхшăн тата педагогикăри малашлăхшăн", "Хавхалану тата педагогикăри артистизм" номинацисенче Шăмалакри Н.П.Абдулкина, "Педагог профессине парăннăшăн" номинацире Çĕнĕ Пăвари Е.И.Кузьмина, "Педагогикăри йăла-йĕркесемпе çĕнĕлĕхсем" номинацире Лаш Таяпари С.П.Васильева, "Учитель-тĕпчевçĕ" номинацире Кивĕ Эйпеçри Е.Е.Григорьева, "Ирĕклĕхпе демократиллĕ хаклăх" номинацире Кĕçĕн Таяпари М.П.Скворцов çĕнтернĕ. "Чĕреме ачасене паратăп" номинацире Елчĕкри И.Н.Идутова мала тухнă. Конкурс положенийĕ тăрăх "Çулталăкри учитель" ята вăлах çĕнсе илнĕ.

     Ирина Николаевнан педагогикăри ĕç стажĕ - çирĕм çул ытла. Кĕçĕн классен учительници хăйĕн профессине шутсăр юратать. Ачасемшĕн чăннипех чунне пама хатĕр вăл.

     И.Н.Идутова район чысне республикăра хỹтĕлĕ. Ăна ăнăçу сунатпăр.



"Елчĕк Ен"
19 апреля 2005
00:00
Поделиться