Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Паха вăрлăх - тухăç никĕсĕ

     Тухăçлă тыр-пул çитĕнтерессинче паха вăрлăх акни тĕп вырăн йышăнать. Çакна ял ĕçченĕсем лайăх ăнланаççĕ. Хуçалăхсен уй-хирĕсенче кăçалхи çур акинче акма планпа пурĕ 45000 центнер вăрлăх кирлĕ. Ăна районти вăрлăх тĕрĕслекен инспекцире тĕрĕсленĕ. Унăн 90 проценчĕ ака кондицине ларнă. Вăл шутран 6865 центнерĕ анчах пĕрремĕш класлă, 12186 центнерĕ - иккĕмĕш класлă, виççĕмĕш класлă вăрлăх 20132 центнерпа танлашать. Тĕрĕслỹ çакна кăтартса парать - чылай хуçалăхра виççĕмĕш класлă вăрлăх нумай. "Надежда", "Колос", "Сатурн", "Нива", "Була", "Кушкă", "Авангард", "Знамя", "Искра" хуçалăхсенче хатĕрленĕ вăрлăх пĕтĕмпех виççĕмĕш класлă. Çакă кăçалхи тухăçа пысăк сиен кỹме пултарать.

     "Восход", "Дружба" хуçалăхсенче паянхи куна çитсе те кондициллĕ вăрлăх çук. Ака вăхăчĕ вара кашни кун çывăхланса пырать.

     Тыр-пул тухăçне ỹстерес тесен, малашлăхра çĕнĕ сортсене ĕçе кĕртмелле, пысăк репродукциллĕ вăрлăхсем акмалла. Ку енĕпе "Прогресс", "Комбайн", "Свобода", "Заря" хуçалăхсем уйрăмах лайăх, пуçаруллă ĕçлеççĕ. Вĕсенче çур аки валли çĕнĕ сортлă, пысăк репродукциллĕ вăрлăх хатĕрлерĕç. Репродукци - вăрлăх вăйне, тухăçне уçса паракан кăтарту. Вăл мĕн чухлĕ çамрăкрах, гектар тухăçĕ те çавăн чухлĕ пысăкрах пулать. Çакна кашни специалист лайăх ăнланать, анчах пурте ăна тĕпе хурса ĕçлемеççĕ. Массăллă репродукциллĕ вăрлăх "Авангард", "Дружба", "Мир", "Кушкă", "Сатурн" хуçалăхсенче нумай. Асăннă хуçалăхсен ертỹçисемпе специалисчĕсем çакна пĕлсе тăнă çĕртех ватăлнă, сахал тухăç паракан вăрлăхсене улăштарма, çĕнетме васкамаççĕ.

     Ял хуçалăх культурисем пĕр-пĕринпе хутăшса кайнипе вăрлăха тивĕçлĕ класа лартма хĕн. Ку йышши тĕслĕхсем "Искра", "Мир", "Авангард", "Дружба", "Восход" хуçалăхсенче тĕл пулаççĕ. Вĕсенче вăрлăха тĕпрен çĕнетсе улăштармалла.

     Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене тивĕçлĕ кондицие лартнипе пĕрлех нумай çул ỹсекен курăксен пахалăхĕ çинчен те манмалла мар. Хальлĕхе районти инспекцие курăксен 74 центнер вăрлăхне анчах тĕрĕслеме тăратнă. Çав шутран 30 центнерĕ анчах кондициллĕ.

     Пахалăхлă вăрлăх туса илесси - кашни çĕр ĕçченĕн, специалистăн, ертỹçĕн тĕп тивĕçĕ. Çакна ăнланса, тĕпе хурса ĕçлесен анчах пирĕн уй-хирсенче пысăк тухăçлă тыр-пул çитĕнме пултарĕ.



"Елчĕк Ен"
19 апреля 2005
00:00
Поделиться