Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кивĕ пралуксене улăштарăр, унсăрăн инкек пулĕ

     Çак сăмахсен чăнлăхне çирĕплетсе калама мана нумай çул пушар хуралĕн инспекцийĕнче ĕçленĕ чухне тĕл пулнă тĕслĕхсем май параççĕ. Мĕнле тĕслĕхсем-ха вĕсем?

     Ỹсĕрле пирус туртса выртни, ача-пăча шăрпăкпа ашкăнни, кăмакасем юсавсăрри, вĕсенче вут çунтарнă чухне пăхса тăманни. Çак ушкăнра электричество пралукĕсем тата электричество приборĕсем юсавсăр пулнипе вут-çулăм тухнă тĕслĕхсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Республикăри пушар хурал работникĕсем пушарсен 35 проценчĕ çỹлерех асăннă çитмен- лĕхе пула тухнине палăртаççĕ. Пĕлтĕр районта пулнă пĕтĕм пушарсен чĕрĕкĕ электричество пралукĕсене, приборĕсене лайăх пăхса тăманнипе, вĕсене вуншар çул пĕр улăштармасăр пурăннипе тухнă. Вут-çулăм вун-вун пин тенкĕлĕх тăкак кỹнĕ. Ял çыннисен хуйхи-суйхине, инкекне мĕнпе виçме пулать тата? Хĕл варринче кил-çуртсăр, хуралтăсăр тăрса юлакан мĕнле нуша тỹсмест-ши? Çак инкексем пулмасса пултараççĕ вĕт. Пушар хурал инспекцийĕн работникĕсем ялсенче пулакан пушарсем çинчен хаçатра çырса кăтартса асăрхануллăрах пулма, электричество пралукĕсене уйрăм килсенче те, предприятисемпе организацисенче те, ял хуçалăх кооперативĕсенче тĕрĕслесех тăма, киввисене улăштарма сĕнеççĕ.

     Районта электричество пралукĕсен изоляцийĕсене тĕрĕслекен, вĕсене улăштаракан предприятисем çук мар. Вĕсенчен пĕри - "Шанс" сахал яваплă юлташлăх. Валерий Александрович Кудряшов ертсе пыракан организаци юлашки вăхăтра нумай ялта уйрăм çынсен, предприятисен электричество пралукĕсене тĕрĕслерĕ, чылайăшне улăштарчĕ. Унпа çыхăнмалли телефон - 2-16-50. Анчах, шел пулин те, районти уйрăм хуçалăхсенче иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче кĕртнĕ пралуксемпе халĕ те усă кураççĕ-ха. Ỹкессе пĕлнĕ пулсан тỹшек сарса хунă пулăттăм, тенĕ ваттисем. Çакна асра тытса нумай çул усă курнă пралуксене тĕрĕслеттермелле, улăштармалла. Вара инкекĕ те пиртен пăрăнса иртет.



"Елчĕк Ен"
19 апреля 2005
00:00
Поделиться