Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Килсе курăр

     "Ваттисене куçран пăхатăп та" куçса çỹрекен куравне, Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 60 çул çитнине халалласа, сăн ỹкерчĕксенчен йĕркеленĕ. Вăл чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕнче уçăлни ахальтен пулмарĕ. Куравра - "Тантăш" хуçатăн фотокорреспонденчĕн, Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕн 20 çулхи пултарулăх ĕçĕсем. Кунта аслă çулхисемпе пĕрлех çамрăксен портречĕсем те тĕп вырăн йышăнаççĕ.

     Куравăн тĕп пайне Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсене халалланă. Уншăн Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов тав сăмахне тивĕçлĕ.

     Экспозицире - республикăри паллă çынсен, вăрçă ветеранĕсен портречĕсем: Филипп Лукин композитор, Петр Ялгир поэт, Николай Овчинников ỹнерçĕ тата ыттисем те.

     Çакна та каласа хăвармалла: Павел Семеновăн социаллă программисен центрĕ ытти нумай мероприятисемпе пĕрлех ветерансемпе пенсионерсем çинчен те манмасть.

     Асăннă курав - Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă ветерансене сума суни, çĕре çити пуç тайни, яланах мирлĕ тỹпе, телейлĕ те савăнăçлă кун-çул сунни.

     Чи пирвай ку куравпа Йĕпреç, Патăрьел, Красноармейски районĕсенче пурăнакансем паллашрĕç, халĕ пирĕн тăрăхри çынсем те курма пултарĕç. Вăл районти культура çуртĕнче пырать.



"Елчĕк Ен"
19 апреля 2005
00:00
Поделиться