Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кашнин асĕнче юлтăр.

     Совет халăхĕ Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе кĕçех 60 çул çитет. Çак паллă куна лайăх хатĕрленсе кĕтсе илес, ирттерсе ярас тĕллевпе районта ятарлă ушкăн туса хунă. Унăн йышăнче - район администрацийĕн пайĕсене, ял администрацийĕсене ертсе пыракансем. Тунти кун ушкăнăн черетлĕ ларăвне халăха социаллă пулăшу паракан управлени начальникĕ Е.Михайлова ертсе пычĕ. Унта уява хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕлĕшпе мероприятисене пăхса тухрĕç. Ыйтăвĕсем вара чылай. Вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăксене, йĕри-тавра тытнă решеткесене юсамалла, сăрламалла. Уявăн тĕп пайĕ район центрĕнче иртет. Ялсенче те Аслă Çĕнтерỹ кунне паллă тумалла.

     Ларура хальтерех туса ирттермелли ĕçсене палăртса хăварчĕç.



"Елчĕк Ен"
12 апреля 2005
00:00
Поделиться