Çырăнар юратнă хаçата
Сисĕнмесĕрех ака уйăхне çитрĕмĕр. Çурхи хĕвеллĕ çутă кунсем çитсессĕнех район хаçатне кăçалхи иккĕмĕш çур çулшăн çырăнмалли тапхăр пуçланчĕ.
Эпĕ район хаçатне мĕн çамрăкранпах юратса вулатăп. Хам ĕмĕрте чылай тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илнĕ, нихăçан та район хаçатне сиктерсе хăварман. "Колхоз ялавĕсĕр" - халĕ "Елчĕк енсĕр" хама кичем туятăп. Почтальон килессе чăтăмсăр кĕтетĕп.
Пĕр çулхине сакăр тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илеттĕмччĕ. Çапах чи юратни, кĕтни - районта тухса тăракан хаçат. Чи пирвай район хыпарĕсене пĕлес килет-çке. Унсăрăн епле-ха? Тепĕр чухне ял çыннисем: "Ăçтан илтрĕр ку хыпара?" - теççĕ. "Елчĕк ен" хаçатран, - тетĕп вара. "Ку çур çулта çырăнаймарăм, тепринче тăрса юлас марччĕ", - теççĕ вара ỹкĕнсе.
Сăмах май каласан, маншăн чи йывăр тапхăрта та "Колхоз ялавĕ" чи тутлă чун апачĕччĕ. Петя шăллăм райхаçата вăрçă хирне ярса паратчĕ. Ăна илсенех чунтан савăнаттăм. Хама вăрçăра мар, Елчĕкре, ял-йыш хушшинче пек туяттăм. Вăхăт тупса ял хыпарĕсене вырăсла куçарса отделенинчи салтаксене пĕлтереттĕм. Ун чухне хальхи мар, хăш-пĕрисем тĕнчере чăваш халăх пулнине те пĕлмен. Хутла вĕренменнисем йышлăччĕ вăл вăхăтра салтаксен хушшинче.
Тепĕр тесен, вăрçăран çĕнтерỹпе таврăнма мана "Колхоз ялавĕ" те телей пачĕ пулĕ.
Хальхи "Елчĕк ен" унчченхинчен нумай енĕпе пуянланчĕ, лайăхланчĕ. Компьютерпа кăлараççĕ вĕт хаçата. Ĕлĕкхилле 2-4 страницăпа мар, улттăпа пичетленет. Хаçатçăсем - пултаруллă журналистсем. Тем тĕрлĕ информаци илме пулать унран. Пуян содержаниллĕ вăл. Ваттисемшĕн кăна мар, çамрăксемшĕн те чи кирлĕ эмел пулса тăрать.
Хаклă ентешсем! Халĕ çырăнтару тапхăрĕ пырать. Апла пулсан "Елчĕк ене" çырăнса илĕрех. Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнă ятпа пиртен парне пултăр хаçатçăсене.