Асăрхануллă пулар
Кăçалхи çуркунне ытти çулхисенчен уйрăмрах килнине пурте куртăмăр. Ку чухнехи çанталăк условийĕсем ял хуçалăх ĕçченĕсен умне хăйне майлă йывăрлăхсем кăларса тăратаççĕ. Малтан сивĕ тăнипе, кайран тăрук ăшăтнипе çурхи шывăн нумай пайĕ тăпра ăшне сăрхăнаймасть, çырма-çатрасене юхса каять. Çурхи тăпрари нỹрĕкпе туллирех усă курас тесен ака ĕçĕсене кĕске вăхăтра туса ирттермелле. Çутă кун тăршшĕпе туллин усă курмалла, пысăк тухăçлă ĕçлекен агрегатсемпе усă курмалла, хирте сиксе тухакан пĕчĕк кăлтăксене вырăнтах юсамалла, çакăн валли куçса çỹрекен сварка агрегачĕ яланах хатĕр пулмалла.
Юр тăрук ирĕлме пуçланăран хиртен анакан шыв тырă упранакан складсене тата ытти подвалсене кĕрсе кайма пултарать. Çурхи шыв ял хуçалăх продукцийĕсене, тĕрлĕ объектсене сиен ан кỹтĕр тесен хуçалăхсен ертỹçисемпе специалисчĕсен тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла.
Çурхи уй-хир ĕçĕсем кая юлса килни агрономи служби умне тепĕр йывăрлăх та кăларса тăратать. Тырă шăтса тухнă вăхăтра сывлăш температури кирлинчен ăшăрах пулсан тĕрлĕ чир-чĕр, калчасене тапăнакан хурт-кăпшанкă вăйлăрах аталанĕ. Çавăнпа пĕтĕм вăрлăха им-çамласа акмалла. Хурт-кăпшанкăсемпе тата çум курăксемпе кĕрешмелли препаратсене маларах хатĕрлесе хумалла.