Алă вăйĕ виçетпĕр
Пирĕн районти алă вăйĕ виçекенсем юлашки çулсенче республикăра чи вăйлисем шутланаççĕ. Çакна тĕслĕхсем те çирĕплетеççĕ. Акă, кăçал ку енĕпе çамрăксем хушшинче ирттернĕ республикăра мала тухмалли ăмăртура Елчĕк район команди иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ. Нумаях пулмасть çитĕннисем республика чемпионатĕнчен лайăх кăтартусемпе таврăнчĕç. Елчĕк район команди унта, хăйĕнчен Патăрьелсене ирттерсе, иккĕмĕш вырăна тухнă.
Армспорта аталантарас тĕлĕшпе районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕ, темиçе хут республика чемпионĕ пулнă, районти армспорт федерацийĕн председателĕ Сергей Солин нумай тăрăшать. Хальхи ăмăртăва та вăл тулли команда илсе кайма тăрăшнă. Елчĕксем уйрăм виçесенче лайăх кăтартусем тунă. Акă, Кĕçĕн Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекен В.Калинина 60 кг çитичченхи виçере иккĕмĕш вырăн йышăннă. Пирĕн командăри 6 спортсмен - С.Солин, А.Валерьянов, Н.Беляева (пурте Тĕмер), П.Семенов, Д.Семенов (Çĕнĕ Пăва), А.Дергачев (Аслă Пăла Тимеш) виççĕмĕш вырăнсене тухнă. Ытти атлетсем те япăх мар ăмăртнă. Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче армспорт енĕпе шкул ачисем хушшинче районта мала тухмалли ăмăрту та спорт тусĕсене чĕнет.