Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ыран - Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунĕ

     Сывлăх çыннăн чи хаклă пурлăхĕ пулнине пурте пĕлетпĕр. Кашни çулах ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне паллă тăваççĕ. Çак кун та пулин çĕршыври кашни çын хăйĕн сывлăхне упрассишĕн тăрăшса пĕр ырă ĕç тусан питĕ лайăх. Пĕр кун çеç пирус туртар мар, тĕрлĕ сиенлĕ йăласенчен пăрăнар, çăвара эрех-сăра хыпар мар...

     Кăçалхи кунăн девизĕ: "Кашни аннене, кашни ачана тимлĕхсĕр хăварар мар". Апла пулсан амăшĕн, ачин сывлăхĕшĕн кĕрешер. Патшалăх та пепкесемшĕн, вĕсен амăшĕсемшĕн сахал мар тăрăшать. 3 çул ĕнтĕ икĕ çул тултарайман ачасене тỹлевсĕр хушма апатсем уйăраççĕ. Кашни уйăхрах инçетри ялсенчи çамрăк амăшĕсем патĕнче пулса тĕрлĕ консультацисем паратпăр. Районти врачсем, медицина сестрисем ыран шкулсенче, организацисемпе предприятисен коллективĕсенче пулса калаçусем ирттереççĕ. Ачасем сывлăхлă çитĕнччĕр, вĕсем пирĕн пуласлăх пулнине самантлăха та манмастпăр.



"Елчĕк Ен"
05 апреля 2005
00:00
Поделиться