Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чи пултарулли - Елчĕк шкулĕнчен

     Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче районта "Вĕренекен-2005" конкурс иртрĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх вăл кашни çулах çурхи каникула каяс умĕн иртет.

     Ачасем хĕрỹ тупăшура хăсен пĕлĕвне, тавра курăмне, спортпа, музыкăпа, тĕнпе, политикăпа интересленнине, хальхи пурнăç таппинчен юлмасăр малалла утма пултарнине çирĕплетсе пачĕç. Конкурс икĕ тапхăрта иртрĕ: пĕри - шкулта, тепри вара - район шайĕнче. Районта ирттернĕ конкурса 26 ача хутшăнчĕ. Кĕрешỹ питĕ çивĕч иртрĕ. Унта Елчĕкри вăтам шкулта 11"а" класра вĕренекен Надежда Никитина çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене А.Лазаревапа (Патреккел), Е.Голубева (Кушка) пайларĕç. Чăнах та, пĕтĕм енчен пултаруллă Надя. Вăл жюри членĕсене хăйĕн пĕлĕвĕпе, анлă тавра курăмĕпе тĕлĕнтерчĕ. Надьăна, икĕ призера хаклă парнесем парса чыс турĕç.

     РФ Перекет банкĕн Атăлпа Вятка банкĕн Патĕрьелĕнчи 4440-мĕш номерлĕ уйрăмĕн Елчĕкри офисĕ (управляющийĕ А.Ефимов), "Радуга" магазин ( ертỹçи В.Егоров) спонсорсем пулса çамрăксене хавхалантарчĕç.



"Елчĕк Ен"
05 апреля 2005
00:00
Поделиться