Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çурхи ĕçсене пурнăçлама хатĕр

     Çур аки çывхарса пырать. Çавна май çурхи уй-хир ĕçĕсене хутшăнакан техникăна тĕрĕслесси пуçланчĕ. Патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕн начальникĕ А.Соловьев, район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн тĕп инженерĕ В.Сайкин, тĕп агрономĕ О.Карсаков, ĕç сыхлавĕ тата ĕç хутшăнăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ А.Савинов "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнче пулчĕç, кунти тракторсемпе прицепсене тĕрĕслесе йышăнчĕç.

     "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕ - районти тĕреклĕ хуçалăхсенчен пĕри. Кунта çурхи уй-хир ĕçĕсене, йăлана кĕнĕ тăрăх, кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттереççĕ. Ĕç ăнăçлăхĕ техникăна мĕнле хатĕрленинчен килнине питĕ лайăх ăнланаççĕ хуçалăхра. В.Кириллов ертỹçĕ, Н.Енедеров тĕп инженер механизаторсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕрен, техникăна юсама кирлĕ саппас пайсемпе, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе туллин тивĕçтерме тăрăшнăран кунти тракторсемпе прицепсене хатĕррисен ретне лартни тỹрех куç умне тĕл пулчĕ. Гусеницăллă 7 трактор, урапаллă 8 трактор паян тесен паян уй-хире тухма хатĕр: техникăна çуса тасатнă, дефектлă пайсене улăштарнă, хăйсем тĕллĕн хускалса каясран блокировка хатĕрĕсемпе тивĕçтернĕ. Çакна палăртма кăмăллă: хуçалăхра опытлă механизаторсем çителĕклĕ. Акă, В.Кирилловăн ДТ-75 тракторне 1989 çулта туса кăларнă пулин те, ăна стартерпа хускатма май пур. Ытти çĕрте çакна питех кураймăн. Урапаллă тракторсем те пĕтĕмпех юсавлă: руль управленийĕсем йĕркеллĕ, çутă, сасă сигналĕсем те ĕçлеççĕ. Прицепсене те тасатса сăрланă. Çапах та кунта вĕсен тормозĕсене тĕплĕн регулировка туни кирлех - унсăрăн çул çине тухма шанчăклах мар. Хăш-пĕр механизаторсен кивĕ йышши удостоверенийĕсене те улăштарма, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма вăхăт. Çак кăлтăксене çывăх вăхăтра пĕтермеллине палăртрĕç комисси членĕсем.

     Патшалăх техника тĕрĕслевĕ ытти хуçалăхсенче те иртет. Шел пулин те, хăш-пĕрисем ăна палăртнă вăхăтран каярах куçарма тăрăшаççĕ _ çурхи ĕçсем пуçланиччен кашни трактора, ытти техникăна тĕрĕслев витĕр кăлармалла, "Рассвет", "Комбайн", "Свобода" тата çулсерен техникăна ăнăçлă ĕçлеттерекен хуçалăхсен ырă тĕслĕхне алла илмелле.



"Елчĕк Ен"
05 апреля 2005
00:00
Поделиться