Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕмĕрхи суран

     Федор Егорович Кротов Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕнчи Аслă Шăхаль ялĕнче 1917 çулта чỹк уйăхĕнче çуралнă. Ачалăхĕ унăн çăмăл пулман. Вĕсем çемьере саккăрăн ỹснĕ. Ашшĕпе амăшне хисепленĕ, юратнă. Юлташĕсемпе нихăçан та хирĕçмен. Ỹссе çитсен çамрăк каччă Украина çĕрĕ çинче çар тивĕçне пурнăçласа килне таврăнма ĕмĕтленнĕ.

     Кĕтнĕ кунсем те çывхарнă. Анчах та 1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче ирхине тăватă сехетре совет çыннисем канлĕ çывăрнă чухне пирĕн хуласемпе ялсем çине тăшман бомбăсем пăрахма тытăннă. Германи фашисчĕсен пысăк çарĕсем совет çĕрĕ çине çĕмĕрсе кĕрсе кайнă. Пирĕн çĕршыври халăхсем Аттелĕхĕн Аслă вăрçине çĕкленнĕ. Вĕсен хушшинче икĕ çул тăван яла таврăнман Федор Егорович та пулнă. Нумай çапăçăва хутшăннă вăл. Украина, Румыни, Венгри, Чехословаки çĕрĕсем урлă фашизмăн тĕп йăвине - Берлина çитме васканă.

     Пĕррехинче пысăк çапăçу пулса иртнĕ. Пирĕннисем тăшмана аркатса тăкнă. Çак çапăçура сахал мар бомба çурăлнă, нумай салтак вилнĕ. Сыввисем хăйсен подразделенине таврăннă. Вĕсен хушшинче Федор Егорович çуккине пурте асăрханă. Ăна çапăçу вырăнне кайса шыранă, анчах вăл вилнисен хушшинче те курăнман. Эрне иртсен Федор Егорович Кротов хырăмпа шуса таврăннă. Унăн сулахай ури йывăр аманнă.

     Тепĕр çултан ăна суранĕ тỹрленменнипе операци тунă. Анчах та бомба ванчăкне кăларайман. Нумай юн тăкăннипе унăн пурнăçĕ вăраха тăсăласса никам та шанман. Анчах вăл вилĕме парăнман, часах тепĕр хут çапăçу хирне тухса кайнă.

     Вăрçă чарăнсан Федор Егоровича офицера вĕренме ярасшăн пулнă. Анчах та унăн тăван яла, юратнă хĕрне курас килнĕ. Çавăнпа вăл 1946 çулта яла таврăнса нумай çул юратса пурăннă хĕрпе çемье çавăрнă, çурт лартнă, ултă ача ỹстернĕ. Халĕ те вĕсем мăшăрĕпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Ачисем ỹссе çитсе тĕрлĕ çĕре саланнă ĕнтĕ. Юратаççĕ, хисеплеççĕ ăна ывăлĕсемпе хĕрĕсем, мăнукĕсем. Орденсемпе медальсем те чылай ĕçпе вăрçă ветеранĕн.



"Елчĕк Ен"
05 апреля 2005
00:00
Поделиться