Донор кунĕнче
Пуш уйăхĕн юлашки кунĕнче районта донор кунĕ иртрĕ. Инçетри ялсенчен чылайăн килчĕç юн пама. Фельдшерсем ял çыннисене районти тĕп больницăна хăйсен укçи-тенкипе илсе килме те ỹркенмерĕç. Калăпăр, Лаш Таяпа тăрăхĕнчи фельдшерсем донорсене рейслă автобуспа лартса килнĕ.
Районĕпе донорсен икĕ пункчĕ ĕçленĕ. Аслă Пăла Тимешри участокра 63, районти тĕп больницăра 159 çын юн панă.
"Елчĕк Ен"