Аслисемпе пĕр тан ăмăртнă.
Районти йывăр атлетсем Çĕмĕрле аслисем хушшинче иртнĕ Республикăри чемпионата хутшăнчĕç. Çакна палăртма кăмăллă: пирĕн район командинче шкулсенче пĕлỹ пухакансем çеç пулнă пулин те, вĕренекенсем маххă памарĕç - Шупашкарсене çеç мала ярса иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕç. Çакă спорт шкулĕнче ăсталăх туптакансен пултарулăхне те палăртать.
Ăмăртăва хĕр ачасем уçрĕç. Кунта командăсем хушшинчи тупăшура Елчĕк тăрăхĕнчен кайнă атлетикăсем иккĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Пĕрремĕшĕнче - Улатăрсем. Уйрĕмах Кушкăри Наташа Кувшинова (пĕрремĕш вырăн), Курнавăшри Олеся Старостина (иккĕмĕш вырăн) палăрчĕç.
Ар çынсем хушшинче Павел Александров (Энтепе), Александр Филимонов (Патреккел), Алексей Плотников (Елчĕк) хăйсен пултаруллăхĕпе куракансене тыткăна илчĕç.
Район командин çитĕнĕвĕ тата та высĕкрах пулма пултаратчĕ - пирĕн спорт шкулĕнче маларах ăсталăх туптанă чылай атлет ăмăртăва ытти командăсемшĕн хутшăнчĕ. Акă, Илья Ишмуратов, халĕ Шупашкарта пурăнаканскер, чемпионата хăй виçинче пĕрремĕш вырăна тухрĕ, тĕп хула команди валли очкосем пачĕ.
Йывăр атлетсем хăсен пултарулăхне, ăсталăхне малашне те кăтартаççĕ. Акă, ака (апрель) уйăхĕн 2-мĕшĕнче йывăр атлетика енĕпе А.Кедрова асăнса районăн уçă чемпионачĕ иртет.