Паттăрлăхпа палăрнă
Вăрçă... Çакна илтсен кашнийĕн чĕри ялт сиксе илетех ĕнтĕ. Манн шутпа, çынсене сăмахĕ мар, ытларах унăн пысăк пĕлтерĕшĕ хăратать. Мĕншĕн тесен, мĕн чухлĕ çын вилет, мĕн чухлĕ юн тăкăнать вăрçăра. Вăл ваттисемпе кĕçĕннисене те уйăрса хăвармасть, пурне те тивет унăн никама шеллеме пĕлмен çулăмĕ. Мĕн чухлĕ асап кураççĕ çынсем вăрçă вăхăтĕнче.
Пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ, чи хăрушă вăрçă вăл - Аттелĕхĕн Аслă вăрçи. 1941 çулта фашистсем пирĕн çĕршыв çине ултавлăн вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ. Çакă совет çыннисене калама çук хытă тарăхтарса янă. Салтак çулне çитменнине пăхмасăр пур яш кĕрĕм çар комиссариачĕсене пырса тулнă. Хĕрупраçсем те хăйсене фронта яма ыйтнă. Тăванĕсем хаяр çапăçура пуç хуни çинчен пĕлсен ватăсем те чăтса тăрайман, фронта кайнă.
Мĕн тери хăрушă та тискер пулнă 1941-1945 çулсем. Мĕн чухлĕ çын пуçне хунă юнлă вăрçăра, чылай паттăр салтак хыпарсăр çухалнă, тыткăна лекнисем концлагерьсенче асап курса вилнĕ. Вĕсене нихăçан та шутласа кăлараяс çУК. Тылри çынсем те Але усса ларман, фронтри салтаксене пулăшсах тăнă: апат-çимĕçмпе, тумтирпе тата ытти кирлĕ япаласемпе. Унсăр пуçне вĕсем салтаксен кỹтсе çитнĕ чĕрисене хăйсен ырă çырăвĕсемпе ăшăтнă. Çĕршывшăн Ирĕкшĕн кĕрешме хавхалантарнă.
Пулас ăру вали çутă та телейлĕ малашлăх тăвас тесе кĕрешнĕ паттăрсене пирĕн яланах асра тытмалла, вĕсене çĕре çити пуç тайса тав сăмахĕ каламалла. Салтаксен чысне нихăçан та çĕре ỹкермелле мар. Вĕсем - çĕршыв тĕрекĕ, шанчăкĕ, хỹтĕлевĕ.
Паттăрлăх çулĕ - юнлă çул. Çак çула чун тасалăхĕ, кăмăл çирĕплĕхĕ пулнипе çеç утса тухайнă пирĕн çĕршыв халăхĕ.