Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕнĕлехсемпе паллашрĕç.

     Вăхăт маллалла шунă май, пурнăç пĕр вырăнта тăмасть - çулсеренех çĕнĕ саккунсем, правăн ытти нормативлă акчĕсем "çуралаççĕ", ĕç çыннин прависене хỹтĕлекен общество организацийĕ - профсоюзсем вĕсемпе паллаштарса тăма тăрăшаççĕ. Профсоюзсен комитечĕн председателĕсен районти координаци совечĕ йĕркеленипе çак кунсенче профсоюз активисчĕсен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Унта профком председателĕсем, ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен специалистсем хутшăнчĕç.

     Семинар-канашлăва профсоюзсен комитечĕсен председателĕсен районти координаци совечĕн председателĕ А.Клементьев ертсе пычĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин районти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Чăвашрессовпрофăн право ертỹçин çумĕ О.Дмитриева ĕç законодательствинчи çĕнĕлĕхсем, ĕç кĕнекисене çырса пымалли тата социаллă пурнăçпа ĕç хутшăнăвне йĕркелекен нормативлă право акчĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Чăвашрессовпрофăн социаллă пурнăçпа ĕç хутшăнăвĕсен пайĕн заведующийĕ Н.Глазкова коллективлă килĕшỹсем тумалли, ĕç сыхлавĕн пайĕн заведующийĕ С.Д.Максимов ĕç сыхлавĕпе çыхăннă нормативлă актсене общество енчен тĕрĕслесе тăмалли йĕркесем çинчен тĕплĕн каласа пачĕç.

     Семинар-канашлăвăн итогĕсене Чăвашрессовпрофăн председателĕн çумĕ В.Щербаков пĕтĕмлетрĕ. Вăл прфсоюз ĕç-хĕлне ăнăçлă йĕркелесе пынăшăн А.Клементьева ФНПРăн Хисеп паллипе чысларĕ.



"Елчĕк Ен"
30 марта 2005
00:00
Поделиться