Суйлавпа отчет конференцийĕнче
Мартăн 18-мĕшĕнче агропромышленноçра ĕçлекенсен профсоюзĕн районти организацийĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Конференцире 2000-2004 çулсенче районти профсоюз организацийĕнче туса ирттернĕ ĕçсем çинчен профсоюз райкомĕн председателĕ В.Афанасьева доклад туса панă. Районти профсоюз организацийĕ 32 организацинче 3200 члена пĕрлештерсе тăрать.
Доклада сỹтсе явма "Кушкă" ЯХПКри профком председателĕ И.Трофимов, "Комбайн" ЯХПКри профком председателĕ П.Анисимов, район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ В.Никитин, республикăри АПК ĕçченĕсен профсоюз рескомĕн председателĕн çумĕ А.Смирнов хутшăнчĕç.
Конференци райком йышне - 28 çынран, ревизи комиссине 3 çынран, АПК ĕçченĕсен профсоюзсен республикăри конференцине кайма 3 делегат суйланă.
АПК ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ пулма В.Афанасьевăна, çумне - П.Анисимова, ревизи комиссийĕн председательне А.Соловьева суйланă.
Раççейри профсоюзсене 100 çул çитнине халалланă юбилей медалĕсемпе районти ял хуçалăх управленийĕн начальникне В.Никитина, профсоюзăн районти комитечĕн председательне В.Афанасьевăна, "Кушкă" ЯХПКри профком председательне И.Трофимова наградăланă.