Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Севок сутса - тупăш

     Паянхи кăткăс саманара хуçалăхсене ура çинче çирĕп тăма пĕрре те ансат мар. Сăлтавĕ паллă - укçа-тенкĕ çитсе пымасть. Çапах та хуçалăхсенчен чылайăшĕ йывăр пурнăçа сăлтав вырăнне хурса аллисене усса лармасть. Пĕрисем тухăçлă тыр-пул çитĕнтереççĕ, теприсем сахăр кăшманĕ туса илессинче вăй хураççĕ. "Яманчуринский" хуçалăх вара севок ỹстересси çине пысăк тимлĕх уйăрать, сахал мар тупăш туса илет. Пĕлтĕр 5 гектар çинче севок ỹстерсе сутни хуçалăх кассине аван тупăш кỹнĕ. Пуриншĕн те паллă, çĕр ĕçĕнче техникăна юсавлă тытни, çĕннисемпе пуянланса пыни пысăк вырăн йышăнать. Пĕлтĕр çеç "Яманчуринский" хуçалăх "КПИРЗ-3" культиватор, "ГАЗ-53" бензовоз, "ЖРБ-4,2" жатка илме пултарчĕ.



"Елчĕк Ен"
23 марта 2005
00:00
Поделиться