Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пурнăç кăсăклă иртет

     Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 60 çул çитнине тивĕçлипе кĕтсе илес тĕллевпе Çуткỹлти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул коллективĕ ятарлă план туса хатĕрлерĕ. Ачасене патриотла воспитани парас, çĕршывăн пулас хỹтĕлевçисене çирĕп сывлăхлă та тĕреклĕ çитĕнме кирлĕ условисем туса парас, тỹрĕ чунлă, ырă кăмăллă пулма вĕрентес тесе тимлеççĕ кунта ĕçлекенсем. Уроксем, мероприятисем çỹллĕ шайра тата усăллă иртчĕр тесе тăрăшаççĕ.

     Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă ял çыннисем çинчен материалсем пуçтарма ачасене те явăçтаратпăр. Истори учителĕ Р.Федорова ертсе пынипе Афганистан, Чечен вăрçисен нушине курма тỹр килнĕ, хамăр шкултан вĕренсе тухнă ентешсен пурнăçне тĕпчеççĕ вĕренекенсем. Рада Викторовна ирттернĕ "Вĕсен ячĕ вилĕмсĕр" истори каçĕнче нумай çĕннине пĕлчĕç ачасем. "Салтак шинелĕ тăхăннă Чăваш Енĕм" турнирта вара хăйсен пĕлĕвĕсене тĕрĕслерĕç, тавра курăмĕсемпе тĕлĕнтерчĕç.

     Пăшал-тупă сасси те этемĕн чĕринчи юратăва хуплаймасть. Çулăмлă юрату пулăшнă та, пулăшать те ĕнтĕ пирĕн халăха йывăрлăхсене çĕнтерме. Çакăн çинчен пычĕ сăмах "Вăрçăра çуралнă юрату йĕркисем" ятпа иртнĕ литература кĕрекинче. Ăна вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Е.Корнилова ертсе пычĕ. Çак мероприятие хатĕрленсе ачасем ватă çынсем патне çỹресе вăрçă вăхăтĕнчи юрă-сăвăсене, шỹт-такмаксене пуçтарчĕç.

     "Вăрçа манма юрамасть" алă вĕççĕн çырăнакан кĕнеке те çĕнĕ материалсемпе пуянланать.

     Пирĕн шкул ачисем спортпа туслă пулнине районта çеç мар, республикăра та пĕлеççĕ. Тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Ю.Веков физкультура учителĕ ачасене çĕнтерỹсем тума хавхалантарса пырать. "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" кросса та хутшăнчĕç пирĕн спортсменсем. Учительсем ачасемшĕн тĕслĕх пулма пултарнине хăйсен ĕçĕсемпе çирĕплетеççĕ. Районти шкулсем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе иртнĕ ăмăртура пирĕн учительсен команди пĕрремĕш вырăна тухни те çакăн çинченех калать.

     Çĕршыв хỹтĕлевçи кунĕ тĕлне ачасен "Пире вăрçă кирлĕ мар" темăпа ỹкернĕ ĕçĕсен выставкине йĕркеленĕ. "Зарница" çарпа спорт вăййи иртрĕ. Шкулти профсоюз комитечĕ пуçарнипе шкулта ĕçлекенсемпе ачасен командисем "Салтак пуласси пасар кулачĕ çиесси мар" ятлă ăмăртура тупăшрĕç. Ялти культура çурчĕн ĕçченĕсем те активлă хутшăнчĕç уява.



"Елчĕк Ен"
23 марта 2005
00:00
Поделиться