Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ыран мĕн кĕтет.

     2004 çулта 10 хуçалăхра анчах тупăшлă ĕçленине, район, пĕтĕмĕшле илсен, ял хуçалăх çулталăкне тăкакпа вĕçленине шутласан, ял çыннин пурнăçне паян ăмсанмалли сахал. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра кашни кун хуçалăх производствине хутшăнса ĕçлекен 2848 çыннăн пуласлăхĕ тỹрреммĕнех производствăри аталану мĕнле пулнинчен килет. Шел, районта ял хуçалăх культурисене туса илесси те, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусем те çулран-çул, уйăхран-уйăха чакса пыраççĕ. Малашне епле пулмалла (йывăрлăхран хăтăлма пулĕ-и). Район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕ ирттернĕ анлă канашлура çак ыйтусем шăпах тĕп вырăнта пулчĕç.

     Тĕрĕссине пытарма çук, ял хуçалăх продукцийĕсене туса илессипе иртнĕ ырă вăхăтсенче районăн республика шайĕнче çĕнсе илнĕ ят-сумĕ майĕпен чакса пырать. Ял хуçалăх предприятийĕсенче çĕр улми, пахча çимĕç çитĕнтерме вуçех манса кайнă. Ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ В.Никитин тĕслĕх илсе кăтартни те çакнах çирĕплетет: 1990 çулта районти хуçалăхсем "иккĕмĕш çăкăра" 2250 гектар, пахча çимĕçе 500 гектар çинчен туса илнĕ пулсан, 2004 çулта çĕр улми 300 гектар, пахча çимĕç 56 гектар анчах пулнă. Ял хуçалăх предприятийĕсем тĕш тырă туса илессишĕн ытларах тимлĕх уйăрни куç кĕрет. Ун пек тесен унăн тухăçĕпе те мухтанмаллиех çук.

     Рынокри пурнăç _ яланах шырав, ăнтăлу. Ытларах укçа-тенкĕ ĕçлесе илме май паракан меслетсене тĕпе хуни вырăнлă паян. Ку чухнехи пĕр çăл куç _ тухăçлă çĕр улми тата пахча çимĕç туса илни тесе шутлаççĕ малашлăха курса ĕçлекенсем. Çакна "Комбайн", "Колос", "Свобода", "Яманчуринский" хуçалăхсен тĕслĕхĕнчен уççăн курма пулать. Ял хуçалăх çулталăкне 5 миллион тенке яхăн тупăшпа вĕçленĕ "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕ 26 гектар çинчи çĕр улмирен 336 пин тенкĕ, 18 гектар çинчи пахча çимĕçрен 466 пин тенкĕ тупăш илнĕ.

     Çĕр ĕç культурисене туса илессипе "Свобода" хуçалăх та çак çулсем тăршшĕпех ăнăçлă ĕçлесе пырать. Иртнĕ çул, çанталăк условийĕсене пăхмасăр кунта пысăк тухăçлă тыр-пул, çĕр улми, пахча çимĕç çитĕнтернĕ.

     "Яманчуринский" хуçалăх севок çитĕнтернинчен чи пысăк тупăш илнĕ.

     Икĕ çул каялла "йывăр" хуçалăхсен шутĕнче пулнă "Колос" хуçалăха пахча çимĕç туса илессипе çанă тавăрса ĕçлени инкекрен çăлса хăварчĕ темех пулать. 14 гектар çинчен туса илнĕ севокран анчах хуçалăх кассине 1 миллион та 600 пин тенке яхăн укçа пырса кĕнĕ. Унсăр пуçне, 7 гектар çинче ытти тĕрлĕ пахча çимĕç туса сутни те пысăк усă панă.

     Асăннă хуçалăхсенчи пек малтан мала курса ĕçлеме вара пысăк ăнтăлу, теветкеллĕх кирлĕ.

     "Комбайн", "Прогресс" хуçалăхсем 2004 çулта выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илнинчен пысăк тупăш курнă пулин те, районĕпе илсен, выльăх-чĕрлĕх отраслĕ тăкаклă. Ял хуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕ В.Васильева палăртнă тăрăх, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни тупăш кỹтĕр тесен, кашни ĕнерен çулталăкра 3 пин килограмран кая мар сĕт сумалла, сыснасене пĕр талăкра 400 грамран, мăйракаллă шултра выльăхсене 600 грамран кая мар ỹт хуштармалла. Выльăх-чĕрлĕхрен пысăк продукци туса илекен хуçалăхсем ура çинче çирĕп тăраççĕ. Кăтартусем ахаль пулмаççĕ. Унччен выльăхсене ĕрчетме услови туса памалла. Чи кирли - апат. Продукцине алла илессин 65 проценчĕ шăпах апат никĕсĕнчен килет. Кăçалхи хĕл тапхăрĕ вара фермăра ĕçлекенсемшĕн тĕлĕнмелле йывăр условисенче килчĕ. Курăм сахал, унăн пахалăхĕ те тивĕçтермест. Кукуруза силосне пахалăх тĕлĕшĕнчен япăх теме çук, анчах вăл сахал. Чи лайăх сĕт антаракан апат - выльăх кăшманĕ. Вăл кирлин 16 проценчĕ чухлĕ çеç пулнă, тĕш тырă та сахал. Урăхла каласан, хĕл тапхăрĕнче выльăхсене тăрантарма кирлĕ апатăн 68 процентне анчах хатĕрлеме май килнĕ иртнĕ çул. Çак лару-тăрура кирлĕ шайри продукци илме çуках ĕнтĕ. Ĕçлес, аталанас текен хуçалăхсем пур пĕрех алă усмаççĕ. Рационра тырă тивĕçменнин пайне жмыхпа усă курса саплаштараççĕ. Çак паха, тутлăхлă хушма апата ĕнене куллен 0,5 килограмм çитерни сăвăма 1 килограмран кая мар ỹстерме пулăшать. Çитменнине, вăл хаклă та мар. Сăвакан ĕнесене жмыхпа тăрантарнин уссине "Прогресс", "Комбайн" хуçалăхсенче лайăх пĕлеççĕ, çавăнпа ăна вĕсем кашни çул кирлĕ таран туянаççĕ.

     Выльăх-чĕрлĕх отрасльне йывăрлăхран çăлса хăварас, малалла аталантарма пулăшас тесен, кулленхи ĕçе тĕпрен çĕнетсе улăштармалла, татăклă пĕтĕмлетỹсем тумалла, тет тĕп зоотехник: "Апат пахалăхне лайăхлатмалла, выльăхсене чир-чĕр ан çулăхтăр, çакăншăн пурин те сыхă тăмалла. Кашни ĕнерен пăру илессине ỹстермелле, мĕншĕн тесен сĕт сăвасси те унпах çыхăннă. Хальхи вăхăтра ĕнесем хĕл тапхăрĕнче пăруласси те кирлĕ пек пулса пымасть. Ăратлă выльăхсем туянассине тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пымалла. Ял хуçалăхне аталантарассин Раççейри тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн, 2005 çула сысна ĕрчетессин çулталăкĕ тесе палăртнă. Пирĕн районта сысна ĕрчетессипе çанă тавăрса ĕçлеме вара условисем çук мар. Юлашки çулсенче темиçе хуçалăхра сысна фермисене тĕпрен реконструкци турĕç. Ытти пĕтĕмпех хамăрăн тăрăшулăхран килет".

     Çур аки умĕн О.Карсаков тĕп агрономпа В.Сайкин тĕп инженерăн та каламалли сахал мар.

     Тĕп агроном ял хуçалăх предприятийĕсенче акăнакан лаптăксен структурине çĕнĕрен пăхса тухмаллине, паянхи куншăн усăллă ял хуçалăх культурисене акасси пирки татăклăн палăртма вăхăт çитни çинчен каларĕ. Çĕнĕлĕх: кăçал кашни хуçалăх выльăх кăшманĕ çитĕнтерме план-задани илет. Ытларах лаптăкра çĕр улми, нимĕç пăрçи акасси пирки шухăшлама вăхăт.

     Кĕркунне сухаланмасăр юлнă пысăк лаптăка ĕçлесе хатĕрлеме, унпа пĕрлех, ака ĕçĕсене туса ирттерме районĕпе 815 тонна солярка кирлĕ. Хальлĕхе вăл сахал _ кирлин çурри чухлĕ те çук. "Дружба", "Була", Андреев ячĕллĕ хуçалăхсенче вăл вуçех те çук. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем тăтăш хакланса тăни, пушшех, лару-тăрăва тăкăслатать. Паян ăна иртнĕ çулхинчен 62 процент хаклăрах парса туянма тивет. Ку чухне перекетлĕрех те пулмалла пек. Анчах çук, "ылтăнпа" тан соляркăна хуçалăхсенче çав-çавах нормăпа палăртнинчен ытларах тăкаклаççĕ.

     Ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе, специалисчĕсемпе ирттернĕ канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин хутшăннă, сăмах каланă.



"Елчĕк Ен"
17 марта 2005
00:00
Поделиться