Асран кайми истори эрни
Шкулта мĕн пулассине, мĕнле тĕллевпе иртессине пĕлтерỹ хăми çине çирĕплетсе хунă. Эрнен графикĕпе ачасем чылай вăхăт интересленсе тăчĕç, чылайăшĕ тĕрлĕ конкурссенче пĕлỹ шайне виçсе пăхма шут тытрĕ.
Пĕрремĕш кун 9-11-мĕш класс ачисем хушшинче "Иккĕмĕш тĕнче вăрçин хăрушă çулĕсем" темăпа олимпиада иртрĕ. Унта 9-мĕш класра вĕренекен Таня Светопольская пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Унăн класри юлташĕ, Таня Курчина, виççĕмĕш вырăнта. Иккĕмĕш вырăна 11 "а" класра вĕренекен Елена Михайлова çĕнсе илчĕ.
11-мĕш классенче вĕренекенсемпе КВН вăййи ирттерме палăртнă. Унăн тĕллевĕ: кашни командăн палăртнă хуларан пуçласа нимĕçсене хирĕç çапăçса Берлина çитмелле, рейхстаг çурчĕ çине Çĕнтерỹ ялавне çĕклемелле. Тĕрлĕ конкурссенче тупăшрĕç вĕренекенсем. Чи малтан Берлина çитсе ялав çĕклекенсем 11 "б" ЧПУ лицей класĕнче вĕренекенсем пулчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене 11 "в" (МПУУ лицейĕн) тата 11 "а" (МАДИ лицейĕн) ачисем çĕнсе илчĕç. Ленинград хулинчен тапăнса пыракан професси класĕ вара, каярах юлчĕ пулин те, Берлин хулине çитсе Çĕнтерỹ кунне уявлас ĕмĕтне çухатмарĕ.
КВН вăййинче В.Никифоров (11 "б"), Н.Чермаков (11 "г"), А.Дюкина (11 "в"), Е.Михайлова (11 "а") пултаруллăрах пулни палăрчĕ.
Унтан 8-9-мĕш классем хушшинче "Защитим Отечество" диспут пулчĕ.
"Своя игра" вăййа чăтăмсăррăн кĕтрĕç ачасем. Кунта юлташ çине таянма, вăл пулăшасса кĕтме çук. Анлă тавра курăмлă, çирĕп пĕлỹллĕ пулмалла вĕренекенсен. Чи пултарулли В.Никифоров (11 "б") пулчĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене В.Никитин ("10 "в"), М.Лапина (10 "б") çĕнсе илчĕç.
Пуш уйăхĕн тăваттăмĕшĕнче уроксем хыççăн 5-7-мĕш классенче вĕренекенсем истори кабинетне пухăнчĕç. Кунта Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансемпе тĕл пулу иртрĕ. Паянхи кун ялта 9 ветеран пурăнать. Шел пулин те, тĕл пулăва вĕсенчен 4-шĕ çеç килме вăй çитерчĕ: Александр Всеволодович Игнатьев, Игнатий Владимирович Прохоров, Василий Федорович Краснов, Василий Павлович Кузнецов. Вăрçă вăхăтĕнчи тылри тата фронтри йывăр пурнăç çинчен каласа пачĕç ветерансем.
Пуçĕсене усмаççĕ ветерансем. Паянхи çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани парас ĕçе хутшăнаççĕ. Мирлĕ пурнăç, лайăх вĕренỹ, çирĕп сывлăх сунса сывпуллашрĕç ветерансем ачасемпе.
Истори эрнин юлашки кунĕнче викторина отвечĕсене пĕтĕмлетрĕç. Пурĕ 96 ача хутшăнчĕ унта. Ыйтăвĕсем чăваш халăхĕ Аслă Çĕнтерĕве çывхартма мĕнле паттăрлăх кăтартнипе çыхăннă. Хуравсене тĕплĕн хатĕрлес тесе ялти библиотекăна çеç мар, район центрĕнчи библиотекăна та çитсе курчĕç ачасем.
Л.Михайлова (11 "б"), А.Уваров (10 "а") пĕр пек балсем пуçтарса малти вырăнсене çĕнсе илчĕç, виççĕмĕш вырăнта _ Т.Дюкина (11 "б") класс.
Çĕнтерỹçĕсене грамотăсем парса чысларĕç.