Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Президент стипендиачĕ: "Паянхи çамрăк ыранхисемшĕн тĕслĕх пулмалла".

     Нихăçан та пуçа усман, яланах таçта васкакан çамрăка Елчĕкре чылайăшĕ паллаççĕ. Ку вăл - "Елчĕкри сыр пĕçерекен завод" ОАОн юрисконсульчĕ Андрей Владимирович Воробьев. Хăйĕн пултарулăхĕпе, ĕçне юратнипех кăçал Андрей Владимирович Чăваш Енри маттур 1000 çамрăк - Президент стипендиачĕсен йышне кĕме пултарчĕ.

     - Андрей Владимирович, чи малтанах вулакансене хăвăрпа паллаштарăр-ха, ачалăх кунĕсем, çамрăклăх, пурнăçăн анлă çулĕ çинчи пĕрремĕш утăмсем...

     - 1975 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Çĕнĕ Эйпеçре çуралнă. 10 класчен Елчĕк шкулĕнче вĕреннĕ, 11-мĕшне Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта пĕтернĕ. Унтан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридика факультетĕнче вĕреннĕ. Диплома алла илсенех "Елчĕкри сельхозхими" предприятире ĕçленĕ, халĕ "Елчĕкри сыр пĕçерекен завод" ОАОра юрисконсультра ĕçлетĕп.

     - Ачаранах юрист пулма ĕмĕтленнĕ-и? Юристсем çемьере тата пур-и?

     - Аттепе анне ытларах ĕçре пулнăран, асатте - Петр Акимович воспитанийĕ пысăк витĕм кỹнĕ. Вăл яланах "Санăн профессор пулмалла", - тетчĕ. Профессорах пулмасан та, аслă пĕлỹ илесси, пуриншĕн те усăллă ĕçре тăрăшасси яланах ĕмĕтре пулнă. Паян ман таврари çынсенчен чылайăшĕ юрист - мăшăр, йăмăк, юлташсемпе тăвансем хушшинче те юристсем пур.

     - Сана Президент стипендине пани мĕн çинчен те пулин калать-и?

     - Паллах, стипендине ăнсăртран, нимсĕрех памаççĕ. Енчен те ман пултарулăха курчĕç, мана шанчĕç пулсан - манăн та шанăçа тỹрре кăлармаллах. Стипендиат йышне кĕни тепĕр енчен яваплăха та ỹстерет, тата та тăрăшарах ĕçлеме хистет.

     - Вăрттăнлăх мар пулсан, пĕрремĕш стипендие мĕнле тĕллевпе усă курма шутлатăн?

     - Пĕрремĕшне те, ыттисене те ĕç валли уйăрма шутлатăп. Манăн ĕмĕт - çитес вăхăтра "Право консультацийĕ" ООО уçасси. Шăпах çак ĕçе пуçарса яма, пуçламăш утăмсем тума мана Президент стипендийĕ пулăшĕ те ĕнтĕ.

     - Право консультацийĕ мĕнле тĕллевпе, кам валли ĕçлĕ?

     - Кунта предприятисемпе организацисем, хуçалăхсем право докуменчĕсене çырнă, харпăрлăх ыйтăвĕсене татса панă чухне пулăшу илме пултараççĕ. Çавăн пекех уйрăм çынсем те юридикăпа çыхăннă ыйтусен хуравĕсене тупма пултарĕç кунта.

     - Эпĕ пĕлнĕ тăрăх эсир çемьеллĕ. Ỹкĕнмест-и çамрăк çемье ялта тĕпленнĕшĕн?

     - Эпĕ çемьеллĕ. Мăшăрăмпа - Аленăпа хĕр çитĕнтеретпĕр. Катюша 1-мĕш класра вĕренет. Ялта пурăнма шутланăшăн вара ỹкĕнместпĕр. Килĕштернĕ ĕçре тăрăшсан, пурăнмалли условисем хамра тивĕçтерсен - паян ялта та хуларинчен япăх мар. Хамăрăн çурт, вăл çут çанталăк газĕпе ăшăнать, шыв кĕрет, тухать...

     - Çурт тăвасси ялан йывăр ыйту пулнă та, ăçтан вăй çитертĕр?

     - Паллах, атте-анне, тăвансен пулăшăвĕсĕр мар ĕнтĕ. Чăваш Республикинче ăнăçлă ĕçлекен "Çамрăксен ипотеки" те пулăшу пачĕ темелле. Строительство ĕçĕсене пурнăçлама пулăшрĕ вăл. Çавăнпа та республика, район ертỹçисене çамрăксене çурт-йĕр савăрнă чухне пулăшу аллине тăсса панăшăн тав сăмахĕ калас килет.

     - Пушă вăхăта хăв валли уйăрма пултаратăн-и?

     - Пушă вăхăт тупăнсанах ăна çемье, спорт валли уйăрма тăрăшатăп. Волейбол, футбол вăййисене килĕштеретĕп, ача чухне кĕрешнĕ те. Эрнере ик-виçĕ кун спортзалта пулатăпах.

     - Андрей Владимирович, сирĕн шутăрпа мĕнле пулмалла паянхи çамрăкăн?

     - Çамрăкăн та, пурин те паян ĕçлемелле. Çак çулпа утсан кăна пурнăçран мĕн те пулин илме, хăв тĕллевỹ патне çитме пулĕ. Эрех таврашĕ çамрăкшăн ют пулмалла, спортпа ытларах туслашмалла. Атте-анне сăмахне итлесе тĕрĕс çулпа утмалла. Паянхи çамрăк ыранхи яш-кĕрĕмшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла. Çавăн пекех çамрăксен патшалăх паракан çăмăллăхсемпе усă курмалла, хăйĕн пултарулăхне тĕрĕслеме май паракан конкурссене хутшăнмалла, ялан çĕннине шырамалла.

     - Пурнăçра мĕн юратмастăр?

     - "Кирлĕ-и вăл сана?" текен сăмаха юратмастăп. Кĕвĕçлĕх пурнăçра кирлĕ мар тесе шутлатăп. Улталанине чăтма пултараймастăп.

     - Мĕнле хаçат çырăнатăр?

     - "Елчĕк ен" тата "Советская Чувашия". Хамăр район, республика пурнăçĕпе яланах интересленмелле тесе шутлатăп. Хаçат вуламан çынна пурнăçран юлнă теме те пулать.

     - Калаçушăн тав. Мĕн ĕмĕтленнисем пурнăçа кĕрсе пыччăр сирĕн. Ăнăçу малашлăхлă çамрăксене.



"Елчĕк Ен"
12 февраля 2005
00:00
Поделиться