Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пирус туртманнисене – преми

     2004 çулхи чỹк уйăхĕн 29-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров "Табак туртнин сиенĕ пирки асăрхаттарасси çинчен" Указ кăларчĕ. Унта халăх табак туртнине чакарас тĕлĕшпе тĕрлĕ мероприятисем палăртнă. Шăп çулталăк маларах "Труд" ЯХПК правленийĕ механизаторсемпе водительсем хушшинче пирус туртман ĕçченсене хавхалантармалли ансат меслет палăртнă: кам паянтан пуçласа çулталăк таран пирус туртмасть, туртма пăрахать - ăна çулталăк вĕçĕнче хăй ĕçлесе илнĕ укçан 2,5 процентне парас. Виçĕм кун хуçалăхри отчет пухăвĕнче пирус туртма пăрахнă ĕçченсене чысларĕç. Вĕсем хушшинче хуçалăхри чи ăста механизатор Г.Александров, Е.Смирнов тата Г.Павлов водительсем. Вĕсем пурте çулланнă çынсем. Г.Павлов шкул пĕтерсенех туртма пуçланă. Ыттисен "стажĕ" те пысăк. Анчах пирусран уйрăлма вăй-хал çитернĕ. Халĕ арăмĕсем те кăмăллă: пирус илме укçа тăккаланмасть, ун вырăнне туртманнишĕн укçа параççĕ.

     Çак йĕркене Тĕмер ялĕнче кăçал та тытса пыма, анлăрах сарма пăхнă.



"Елчĕк Ен"
12 февраля 2005
00:00
Поделиться