Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Медаль хуçине тупнă

     Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Алексей Евдокимович Архипов Аттелĕхĕн Аслă вăрçин йывăр çулĕсемпе утса тухнă. Фронтра Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕç пулнă. 1945 çул пуçламăшĕнче Фашистла Германи çĕрĕ çинче Одер юхан шывĕ урлă каçнине халĕ те манмасть. Юрлă-пăрлă Одер Берлинтан 60 çухрăмра юхса выртнă. Тăшман унăн çыранĕнче питĕ вăйлă çирĕпленсе ларнă. Çырана тимĕр-бетонпа витнĕ, оборона сооруженийĕсем питĕ нумай туса лартнă. Кĕрлесе юхакан Одер та совет салтакĕсемшĕн çĕнсе илейми рубеж пулман. Пирĕн салтаксем юхан шыв урлă каçма тытăннă. Çак самантра чăваш салтакне йывăр амантнă. Кĕрлесе юхакан Одертан типĕ çĕр çине тухма пултарнăшăн паянхи кун та Турра кĕл тăвать Алексей Евдокимович.

     Нумаях пулмасть вăрçă ветеранне Одер урлă каçнă чухне хăюлăх, чăтăмлăх кăтартнăшăн "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медальпе наградăлани çинчен пĕлтернĕ. Вăл ватă салтака вăрçă чарăннă хыççăн 60 çултан шыраса тупнă.



"Елчĕк Ен"
12 февраля 2005
00:00
Поделиться