Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Турнир иртет

     Иртнĕ шăмат кун республикăри районсен - Елчĕксен, Йĕпреçсен, Патăрьельсен, Тăвайсен, Вăрмарсен ялĕсенчи хоккеистсем Тăвайĕнче тĕл пулса вăйлисене палăртнă. Унта пирĕн тăрăхран Патреккел çамрăкĕсем тупăшнă. Вĕсем иккĕмĕш вырăна тухнă, Патăрьелсем чемпионсем пулса тăнă. Спонсорсем те сахал мар пулăшнă Патреккелсене: "Мускат" лавкка хуçи В.П.Чернов клюшкăсемпе тивĕçтернĕ, акционерсен "Прогресс" обществи хоккеистсене автобуспа тỹлевсĕр илсе кайса килнĕ.

     Çитес вырсарни кун асăннă районсен командисем Патреккелне пухăнаççĕ. Вĕсем паллă спорт йĕркелỹçине - Н.Ф.Рыбкина асăнса ирттерекен турнира хутшăнаççĕ.



"Елчĕк Ен"
09 февраля 2005
00:00
Поделиться