Пĕр ĕмĕр пурăнасси йывăр...
Аслă Елчĕк районта çеç мар, республикăра та пысăк ялсенчен пĕри. Аслă ял пулсан, чылай пурăнакансем те пурах ĕнтĕ. Ял администрацийĕнчен В.Убасева пĕлтернĕ тăрăх, чи ватти ялта - Варвара Андреевна Виноградова. Ĕмĕрĕпе çĕр ĕçĕнче ĕçленĕскере Турри те пысăк пулăшу, хăват парса тăнă пулĕ - вăл тепĕр 2 çултан пĕр ĕмĕр тултарать. В.Виноградовăран Мария Александровна Савукова 3 çул çеç кĕçĕнрех. Аслă Елчĕк-ре 80 çул урлă каçнă хĕрарăмсем нумай.
Шел пулин те, Раççейре ар çынсен пурăнас вăтам ĕмĕрĕ пысăк мар - 59 çула яхăн çеç. Çапах та Аслă Елчĕкри Семен Григорьевич Хушкин, Анатолий Митрофанович Моисеев тата ытти ватă ар çынсем 9-мĕш теçетке çулпа пыраççĕ.