Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Елчĕк "Арбатпа" пуянланчĕ

     Елчĕкри Иванов урамĕпе Совет урамĕн хĕресленĕвĕнчи йывăç çурт вырăнĕнче хĕрлĕ кирпĕчрен купаланă темиçе хутлă капмар çурт мĕн вăхăтра ỹссе ларнине район центрне сайра килсе çỹрекенсем тен, асăрхаймасăрах юлчĕç пулĕ. Икĕ хутлă, мансардăллă, çурма путваллă çурт икĕ çул хушшинче çĕкленсе ларчĕ. Чăннипех хитре, илĕртỹллĕ вăл. Совет урамĕнчи налук инспекцийĕн çурчĕ çеç танлашма пултарайĕ унпа. Ăна "Арбат" суту-илỹ çурчĕ" ят панă. Мĕншĕн Арбат, тейĕр( Мĕншĕн тесен çак тăрăхран Елчĕкре çỹлелле çуран çỹремелли вырăн пуçланать. Арбат тени хăйех хитре, илемлĕ вырăн ăнлавпа çыхăннă.

     Иртнĕ эрнере "Арбат" суту-илỹ çурчĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Хĕрлĕ хăйăва каснă май район администрацийĕн представителĕсем çĕнĕ суту-илỹ çурчĕ Елчĕке çĕнĕ сăн кĕртнине палăртрĕç, суту-илỹре ăнăçу сунчĕç. Унăн хуçине - Ю.Н.Чернова вак предприниматель ĕçне, район инфраструктурине аталантарас енĕпе ăнăçлă ĕçленĕшĕн район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

     Çĕнĕ суту-илỹ çурчĕ халăха тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕçтермелле. Пирвайхи кун пĕрремĕш хутра апат-çимĕç магазинĕ, сăра барĕ ĕçлеме пуçларĕç. Малтанхи клиентсене тỹлевсĕр апат-çимĕç продукчĕсем те тивĕçрĕç. Ю.Чернов каланă тăрăх, çуртра суту-илỹ икĕ точки ĕçлеме пуçлани пирвайхи утăм çеç-ха. Пĕрремĕш хутрах, сылтăм енче, промышленность таварĕсен магазинĕ çывăх вăхăтрах ĕçлеме тытăнмалла. Иккĕмĕш хутра суту-илỹ çурчĕн офисĕ, пысăках мар гостиница, парикмахерски, массаж пỹлĕмĕсем уçма палăртнă. Магазинра вара бильярд, боллит-бар тума пăхнă. Çуртăн пĕр енче сауна тăвасшăн. Çурма путвалти пỹлĕм пысăк. Кунта çамрăксен барĕ, ташламалли залĕ вырнаçмалла. Ахальтен мар нумайăшĕн шухăшне палăртса "Промсервис" ООО директорĕ Ю.Титов "Арбат" суту-илỹ çурчĕ" Елчĕке хăнана е ĕçпе килекене каçхине лайăх канма май паракан заведени пулса тăрасса шанса тăни çинчен каларĕ.



"Елчĕк Ен"
09 февраля 2005
00:00
Поделиться