Ăшши тутлă пултăр
Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче Елчĕкре туса лартнă мунчапа прачечнăй 90-мĕш çулсен пуçламăшĕ тĕлне юхăнсах çитнĕччĕ ĕнтĕ. Мунчара час-часах ăшши те, вĕри шывĕ те каç енне пĕтетчĕ, маччаран тумлатчĕ. Гардеробсем, тумланса тăхăнмалли пỹлĕм те тирпейсĕрччĕ. Тăватă çул каялла мунча хутма пачах юрăхсăра тухрĕ, çавăнтанпа хупăнса тăчĕ.
Район центрĕнче мунча кирлине Елчĕкре пурăнакансем такам умĕнче те хускатнă. Анчах коммуналлă хуçалăхăн укçа çитсе пыманни, район бюджечĕ те хĕсĕкки ĕçе малалла кайма паман. Апла пулин те майĕпен-майĕпен коммунхоз маччине юсанă, тăррине çĕнĕрен витнĕ. Пĕлтĕр вара шалти ĕçсене пурнăçланă.
Мунчапа прачечнăй пулнă çурт халĕ унчченхинчен уйрăлса тăрать. Прачечнăй пулнă лаптăкăн пĕр пайне уйрăм предпринимателе промышленность таварĕсемпе суту-илỹ тума панă. Унта вăл магазин уçнă. Çуртăн иккĕмĕш пайне мунча йышăнать. Пĕлтĕрпе кăçал кунта чылай ĕç туса ирттернĕ. Чи малтанах çапăнмалли вырăна çĕнĕрен тунă. Çăвăнмалли, салтăнмалли пỹлĕмсем те евроюсава аса илтереççĕ. Маччана шыв тумламалла мар хатĕрпе çыпăçтарнă. Чи кирли вара мунчара юлашки çын кĕрсе тухиччен шыв та, ăшши те пĕтмессе шантарчĕç коммунхоз работникĕсем. Мĕншĕн тесен мунча чулне те, шыва та çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтаççĕ.
Коммуналлă хуçалăха ертсе пыракан В.Нягин каланă тăрăх, çак çуртрах сауна тата темиçе çын çăвăнмалли пỹлĕмсем пулмалла. Унти ĕçсем вĕçлениччен чылай-ха. Саунăра кĕрсе тухма хаклăрах пуласси паллă.
Шăмат кун район центрĕнче мунча пирвайхи çăвăнакансене йышăнчĕ. Вырсарни кун мунчара арçынсен кунĕ. Вăл ирхине 10 сехетрен пуçласа 20 сехетчен ĕçлет. Хакĕ 40 тенкĕ. Ăшши тутлă пултăр!