Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Виçĕ ушкăнра та Патреккелсем мала тухнă

     Хоккейла выляса "Ылтăн шайба" клуб парнисене çĕнсе илессишĕн кăçал виçĕ ушкăнра та финалта Патреккел тата Тĕмер шкулĕсен командисем вылянă. Маларах вăтам ушкăнра Патреккелсем хăнасене финалта парăнтарнăччĕ. Икĕ шкултан пĕрлештернĕ команда Канаш зонинче иккĕмĕш вырăн йышăннăччĕ.

     Кăрлачăн 27-мĕшĕнче Патреккелти хоккей площадкине кĕçĕн тата аслă ушкăнсенче 5-шер команда чи лайăххине палăртма пуçтарăннă. Хальхинче те икĕ ушкăнри финалта Патреккелсемпе Тĕмерсем вылянă. Кĕçĕннисен ушкăнĕнче площадка хуçисем 2:0 шутпа, аслă ушкăнра 8:3 шутпа çĕнтернĕ. Çапла вара кăçал виçĕ ушкăнра та Патреккелсем куçса çỹрекен кубоклă пулса тăнă. Иккĕмĕш вырăнсенче вара - Тĕмерсем.



"Елчĕк Ен"
05 февраля 2005
00:00
Поделиться