Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Стипендиатсем йышланнă

     Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕсемпе килĕшỹллĕн вĕренỹре, тĕпчев, наука, пултарулăх, производство, управлени ĕçĕ-хĕлĕнче тата бизнес-проектсем тăвас енĕпе курăмлă çитĕнỹсем тунă çамрăксем 1994 çултанпа Президент стипендийĕсене тивĕçеççĕ. 2002 çултанпа стипендиатсен йышне 1000 çынна çитернĕрен, виççĕмĕш çул ĕнтĕ пирĕн районăн пултаруллă яш-кĕрĕмĕ вăл списока кĕрет. Пĕлтĕр районтан пурĕ те икĕ стипендат çеç пулнă пулсан, кăçал вĕсем улттăн: Алексей Михайлович Аверьянов - Çуткỹлти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти 9-мĕш класра вĕренекен, Александр Геннадьевич Аппаков - Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Чăваш Республикин "Яманчỹрелти сельхозхими" ПУПăн тракторист-машинисчĕ, Андрей Владимирович Воробьев - "Елчĕкри сыр завочĕ" АУОн юрисконсульчĕ, Галина Ивановна Игнатьева - Тăрăмри культура çурчĕн директорĕ, Юрий Геннадьевич Чернов - "Прогресс" АХОн зоотехник-селекционерĕ, Татьяна Валерьевна Шакова - район администрацийĕн социаллă пулăшу паракан центрĕн социаллă ĕçченĕ. Асăннă çамрăксем çулталăк тăршшĕпе уйăхсерен 1000-шер тенкĕ стипенди илсе тăрĕç.



"Елчĕк Ен"
01 февраля 2005
00:00
Поделиться