Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Орден 60 çул иртсен тупăннă

     Елчĕкре пурăннă Алексей Иванович Иванов Аттелĕхĕн Аслă вăрçине малтанхи çулах кĕнĕ. Нумай çапăçусене хутшăннă. Уйрăмах Ржев патĕнчи çапăçусем питĕ хаяр пынă. Çакăнта А.И.Иванов подразделени йышĕнче çапăçса хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă, йывăр аманнă. Госпитале ăсатас умĕн хăйне Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăлама тăратни çинчен пĕлнĕ, анчах ăна илме ĕлкĕреймен.

     Нумаях пулмасть Елчĕкри çар комиссариатне паттăр салтака вăрçă вăхăтĕнче Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăлани çинчен хут килнĕ. Анчах вăл ăна хăй аллине илес çук ĕнтĕ. Ватă салтак тăватă çул каялла пурнăçран уйрăлса кайнă. Хĕрлĕ Çăлтăр орденне Елчĕкре пурăнакан мăшăрне - Елизавета Васильевна Ивановăна Аслă Çĕнтерỹ кунĕ халăх умĕнче параççĕ.



"Елчĕк Ен"
01 февраля 2005
00:00
Поделиться