Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кил-йышра пĕр пек пурăннине ним те çитмест

     Чăваш Республикин Президенчĕн "Чăваш Республикинчи 2010 çулчченхи тапхăрта ялăн социаллă аталанăвĕ" Указĕ тухнăранпа чăваш ялĕсенче ырă улшăнусем сахал мар пулса иртрĕç. Вăл шута ял хуçалăхĕнче тỹрĕ кăмăлпа чылай çул ĕçлекенсене çурт-йĕр çавăрнă чухне субсидипе тивĕçтересси те кĕрет. Шăпах асăннă пулăшупа усă курса районти чылай ялта çĕнĕ çурт- сем çĕкленчĕç те ĕнтĕ. Вĕсем - паянхи ял илемĕ.

     "Яманчуринский" ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшакан Валерий Павловичпа Светлана Валентиновна Андреевсем те çурт-йĕр çавăрнă чухне патшалăх субсидийĕпе усă курма пултарчĕç. Çулĕсене кура мар тăрăшуллăскерсем кĕске вăхăт хушшинчех икĕ хутлă çурт лартса унта пурăнма куçрĕç. Паллах, тăванĕсем те пысăк пулăшу панă çемьене. Сăмах май каласан, Валерипе пĕр тăвансем хăйсемех тăххăрăн.

     Паян икĕ хутлă капмар çуртра улттăн килĕштерсе пурăнаççĕ. Светланăпа Валерин ывăлпа хĕр çитĕнет, Алеша 4 класа çỹрет, Надежда - 6 çулта. Çамрăксене пурнăç çулне кăтартса пыраканĕсем - Валерин ашшĕпе амăшĕ - Павел Васильевич тата Елизавета Афанасьевна. Пурнăçра хура-шурне чылай курнă, ĕмĕрĕпе хуçалăх производствинче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнăскерсем, ачисен тăрăшулăхне курса савăнаççĕ. Кĕске вăхăт хушшинче пысăк çурта хута яма пултарнине Андреевсем шăпах ял аталанăвĕ валли уйăрнă субсидипе çыхăнтараççĕ. Каялла тавăрса памалла мар, пĕчĕк мар суммăллă укçа-тенке илме май туса панăшăн Республика Президенчĕпе район ертỹçисене, хуçалăх правленине тав тăваççĕ.

     Халиччен ял халăхне хĕллехи вăхăтра кил-çурта хутса ăшăтасси хăратнă пулсан, паян ку тĕлĕшпе чăрмав çук. Çут çанталăк газĕ çурта ăшăтать çеç мар, ăшă шывпа та тивĕçтерет. Андреевсем те çут çанталăк ырлăхĕпе усă кура пуçланă ĕнтĕ.

     Ỹпкелешмеççĕ çамрăксем ялта пурăнма шутланăшăн. Ĕçрен ỹркенменнипех выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Атте-аннепе, юратнă ачасемпе хăтлă çуртра пурăнни хăйех телей.



"Елчĕк Ен"
01 февраля 2005
00:00
Поделиться