Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ветерансене - телефон

     Паян халăхăн пурнăçĕ самай çăмăлланчĕ. Ĕлĕк алă вĕççĕн пурнăçланă йывăр ĕçсем механизациленсе пыраççĕ. Ялсенче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем, тĕслĕх библиотекисем, тĕрлĕ юсав пункчĕсем тата ыттисем те уçăлаççĕ. Çут çанталăк газĕпе усă курнин ырлăхне сăмахпа каласа та пĕтереймĕн. Çак çитĕнỹсемшĕн чи пирвай кам хĕпĕртет( Паллах, ватă çын. Вăл, мĕн ĕмĕрĕпех пилĕкне йывăр ĕçре авнăскер, хальхи пурнăçа юмахрипе танлаштарать.

     Кăçал Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 60 çул пулать. Вăрçă хирĕнче пирĕн телейлĕ малашлăхшăн хăйсене хĕрхенмесĕр çапăçăва хутшăннă ватă ветерансен пурнăçне çăмăллăх кỹресси пирĕн тĕп тивĕç шутланать. Çакна эпир те, линипе техника цехĕн ĕçченĕсем, питĕ аван ăнланатпăр. Фронтовиксенчен чылайăшĕ паянхи кун телефонпа усă курать. Ялсенче пушă номерсем çукран хушма оборудовани лартса нумайăшне Елчĕкри АТСри номерсене патăмăр. Иртнĕ çул 25 ветеран телефонлă пулчĕ. Çав шутра Курнавăшри Н.Корнилов, Лаш Таяпари А.Синицин, Аслă Елчĕкри Е.Немцев, И.Виноградов, М.Андреева, Элекçей Тимешĕнчи П.Кузьмин, П.Егоров тата ыттисем те. Кăçал тата 18 ветеранăн хуçалăхне телефон кĕртесшĕн.



"Елчĕк Ен"
26 января 2005
00:00
Поделиться