Пахалăхлă вăрлăх - тухăçлă тыр-пул.
Пахалăхлă вăрлăхран пысăк тухăçлă тыр-пул çитĕ- нет. Çакна Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхра питĕ аван ăнланаççĕ. Планпа пăхса хăварнă тăрăх кунта 3240 центнер пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене хатĕрленĕ. Вăрлăх пĕтĕмпех акма юрăхлă кондицие ларнă. Çав шутран пĕрремĕш класлă вăрлăх - 1170 центнер, иккĕмĕш класли - 890 центнер, виççĕмĕш класлă вăрлăх - 1180 центнер пулать.
Пахалăхлă вăрлăх туса хатĕрленинче Н.Г.Львов тĕп агрономăн тỹпи пысăк. Ахальтен мар вăл "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ" ята илме тивĕç пулнă. Н.Львов хăйĕн ĕçне тĕплĕн пурнăçлать. Тыр-пул тухăçне ỹстерес тĕллевпе çĕнĕ сорт- сем ĕçе кĕртсе пырать.