Çухалса кайман
Нумаях пулмасть республикăри информаци хатĕрĕсем Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин Тĕмер ялĕнче çуралса ỹснĕ Александр Борисович Александрова тата Александр Петрович Солина çивĕч условисенче çынсене çăлнă чух хăюллă тата харсăр пулнăшăн "Вилекенсене çăлнăшăн" медальпе наградăласси çинчен Указ кăларнă.
...Çу уйăхĕн вĕçĕ питĕ шăрăх килнĕ. Çулла пуçланман пулин те ял çыннисем çакăн пек çанталăкра шыв патне туртăннă.
Тĕмер ялĕн Юмансар çырми тăрăх темиçе пĕве те пур: кăкăр таранни те, 15-20 метр тарăнăшли те. Çамрăксен ушкăнĕ, паллах, таса та çутă, тарăн пĕвере шыва кĕме шутланă. Пĕрин хыççăн тепри чăмнă шыва. Нимрен шикленмесĕрех пĕвене шала кĕнĕ. Шавлă ушкăнра чăмпăлтатнă вăхăтра пĕр çамрăк шывран тухайманнине кам асăрханине халĕ никам та ас тумасть. Анчах çак лару-тăрура çухалса кайман икĕ Саша - Солинпа Александров тарăн шыва чăмса путнă çамрăка шырама тытăннă. Çулĕпе ыттисенчен аслăрах, çарта пулнă Александр Солин Александр Александров пулăшнипе шăнăр туртнипе шыва кайнă çамрăка тупса туртса кăларнă, çыран хĕрринче пирвайхи пулăшу панă.
Александр Петрович Солин халĕ те Шупашкарта пурăнать. Вăл - районта пĕртен-пĕр çын "Раççей Федерацийĕн транспорчĕн тава тивĕçлĕ работникĕ" ята илме тивĕç пулнă Петр Дмитриевич Солинăн 10 ачинчен пĕри. Пурнăçра хастар, хăюллă, çынна пулăшма хатĕр. Ашшĕ-амăшĕ çапла çамрăкран вĕрентнĕ. Александр Борисович Александров çамрăк та кăткăс лару-тăрура çухалса кайман. Хăйпе пĕр çулти çамрăк куçран çухалсан шыва чăма-чăма шырама тытăннă. А.Солинпа пĕрле путакан çамрăка шывра тупса çĕр çине илсе тухнă.
Сисмĕпĕр те, çулла çитсе тăрĕ: районти, ялти нумай çын шăрăх çанталăкра Юмансарăн тарăн çырминчи пĕвесене шыва кĕме, йывăçсен сулхăнне канма каятех. Анчах тарăн пĕвере çиелти шыв ăшă, аялалла аннăçемĕн пăр пек сивĕ. Çавна май инкексем те час-часах пулаççĕ. Çавăнпа Тĕмер пĕвисене шыва кĕрекенĕн асăрханмаллах. Кашни пĕве умне шывран çăлакансем те тăратаймăн.
Инкекрен çăлăннă çамрăк ялтах пурăнать, хăйне çăлакансене тав тăвать, шывра халĕ яланах асăрхануллă.