Вăлта вылять, пулă кĕрет
Патреккелсем вăхăтлă ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ. Акă, ялти пулăçсем хуçалăх сачĕ çумĕнче вырнаçнă кỹлĕ хĕррине пуçтарăнчĕç. Çулсерен пулăçсем хушшинче ăмăрту йĕркелесси йăлана кĕнĕ кунта.
"Чи малтан вакă касакан", "Камăн маларах пулă лекет", "Кам пуринчен нумай пулă тытнă" тата ытти конкурссенче тупăшрĕç вĕсем, çĕнтерỹçĕсене палăртрĕç, асра юлмалли парнесемпе чысларĕç.
Ăмăрту хыççăн пулăçсем В.Воронцов пĕçернĕ пулă шỹрпине астиврĕç.
"Елчĕк Ен"